Улатăрсем вырăнти влаçа шанмаççĕ-ши?

Раштавăн 12-мĕшĕнче, Конституци кунĕнче, Пĕтĕм Раççейри граждансене йышăнмалли кун иртнĕ. Унăн кăтартăвĕсене ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев Правительство çуртĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен, ку хутĕнче Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ канашлура пĕлтерчĕ.

Пĕтĕмпе 1787 заявителе йышăннă. Çав шутран 383-ĕшне — республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем, 1471-ĕшне — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче. Юрий Егорович йышăну лайăх иртнине кура унăн йĕркелÿçисене, граждансен ыйтăвĕсене хуравлама хутшăннă çынсене тав турĕ.

Çав вăхăтрах шухăша яракан хăш-пĕр саманта та палăртрĕ. Калăпăр, Çĕрпÿ районĕнче çав кун 117 гражданина йышăннă, Улатăрта вара — пĕтĕмпе те 9 çынна кăна. Администраци ертÿçин шучĕпе, çакă Улатăр тăрăхĕнче пурăнакансем вырăнти влаçран пулăшу ыйтнин усси çук тесе шухăшланипе те сăлтавланма пултарать — тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тумалла. Администраци ертÿçи пухăннисене граждансен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе мерăсем йышăнассине тăсса яма юраманни пирки асăрхаттарчĕ.

Канашлу Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявлассин логотипĕн проектне тишкернипе вĕçленчĕ. Логотиппа ЧР Пуçлăхĕн пресс-секретарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Сидоров паллаштарчĕ. Вăл проектра çак логотип пурне те пĕтĕçтермеллине, республика символĕсемпе пĕр çыхăнура пулмаллине, усă курмашкăн меллĕ пулмаллине тĕпе хунине палăртрĕ. «100» хисеп çинче никĕсленекен проекта никĕс вырăнне хурса ырларĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас