Улатăрти çурт 45 çулхине уявланă

28 Çурла, 2017

Районсемпе хуласем, предприяти-организацисем хăйсен юбилейне ирттереççĕ-ха. Çынсем пирки каламăпăр та. Улатăрта вара нумаях пулмасть çуртăн 45 çулхине уявланă.

Чайковский урамĕнчи 36-мĕш çурта 1972 çулта хута янă. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхнă: хăшĕсем урăх çĕре пурăнма куçнă та çĕннисем килнĕ. Пĕр вырăнта тĕпленнисем те пур: çурта хута янăранпах пурăнаканнисем – 13 çемье.

Хулан çĕнĕ микрорайонĕнче, Хĕвеланăç ятлинче, выранçнă нумай хваттерлĕ çуртсенчен юбиляр чи киввисенчен пĕри иккен. Кун пирки Улатăр район администрацийĕн сайтĕнче пĕлтернĕ.

45 çулхине палăртакан çурт уявне пĕтĕм микрорайонти çынна йыхравланă. Уява пынисем валли ал ăстисен куравне йĕркеленĕ, юрă-ташăпа савăнтарнă. Тÿпене кăвакарчăн тата хăмпă вĕçтернĕ.

Комментари хушас