Ултă ачаллă çемье хваттер кĕтсе илейĕ-ши?

28 Авăн, 2017

Шупашкарта пурăнакан ултă ачаллă Даниловсен çемйи 2012 çултанпа хваттер черетĕнче тăрать. Ун чухне списокра çирĕм пиллĕкмĕш пулнă вĕсем. Унтанпа çичĕ çул хыçа юлнă, вĕсем хулара халĕ те виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер тара тытса пурăнаççĕ. Йышлă çемье паянхи кун та пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессе кĕтсе илеймен.

«Мачча тăрринчен персе анать-им?»

Çак кунсенче нумай ачаллă амăшĕ Регина Муравьева /вăл хĕр чухнехи хушаматне улăштарман/ пулăшу ыйтма пирĕн редакцие килчĕ. «Ачасене çитĕнтерме çăмăл мар. Юлашки çулсенче çакă уйрăмах сисĕнме пуçларĕ. Мĕн пур укçа-тенкĕ хваттершĕн тÿлеме /уйăхне 15 пин тенкĕ/ тата апат-çимĕç туянма каять. Халĕ эпир черетре иккĕмĕш тăратпăр. Тата миçе çула тăсăлĕ çакă — ăна никам та калаймасть. Ачасем, кайăксем пекех, пĕрин хыççăн тепри йăваран тухса пыраççĕ, анчах ку тарана çитсе те вĕсен тăван килĕ çук. Юрать, хваттер хуçи хăваламасть, хатĕр-хĕтĕрпе, япаласемпе пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçма йывăр пулĕччĕ. «Кăçал сире хваттерпе тивĕçтерейместпĕр, укçа-тенкĕ çук», — терĕç Шупашкарти Мускав районĕн администрацийĕнче. Çитес çул мĕнле пуласси хальлĕхе паллă мар. Мăшăрпа иксĕмĕр те ĕçе официаллă майпа вырнаçманран сахал тупăшлă çемьесен йышне кĕрейместпĕр, çавна май нимĕнле çăмăллăхпа та усă кураймастпăр. Маларах ку енĕпе ансатрахчĕ, ачасем шкулта тÿлевсĕрех апат çиетчĕç, халь вара сахал тупăшли çинчен ĕнентерекен справка кирлĕ», — пăшăрханса калаçрĕ Регина Тихоновна.

Кăçалхи çуркунне вĕсем патне Мускав райадминистрацийĕнчен шăнкăравланă. Çемье малтанах хваттер черечĕ çитни пирки пĕлтересшĕн пуль тесе шухăшланă. «Эсир унта çиччĕмĕшне кĕтместĕр-и?» — кăсăкланнă администраци ĕçченĕ. «Куçран пăхса кулнăнах туйăнчĕ. Шел, ун чухне телефона хам мар, мăшăр тытрĕ, вăл вара, лăпкă та çемçе чунлăскер, хирĕç нимĕн те чĕнеймерĕ. «Мĕскер, çиччĕмĕшне çуратсан тÿрех хваттер паратăр-им? Ун чухне мачча тăрринчен персе анать-им вăл сирĕн?» — тенĕ пулăттăм эпĕ. Ăнланмарăм: мĕн тĕллевпе шăнкăравларĕç? Çакă паянхи кун та пуçа вырнаçаймасть, нумай ачаллисенчен кулас килчĕ- ши?» — тĕлĕнме пăрахаймасть Регина Муравьева.

«Ку пан улмине хăш пахчаран вăрларăр?»

Регина Етĕрне районĕнчи Сучково ялĕнче çуралнă, Атăл леш енчи Сосновкăра çитĕннĕ. «Атте Муркаш районĕнчи Çеçмерте çурт туяннăччĕ. Ăна вилес умĕн ман çине çыртарса хăварчĕ. Паллах, вăл çĕнех мар, çапах çулла калама çук лайăх унта. Ачасем пулла çÿреме юратаççĕ, карçинкки-карçинккипе кăмпа пуçтараççĕ. Çĕр пурри мĕне тăрать тата! Унта улма-çырла, пахча çимĕç туса илетпĕр. Çĕр улмисĕр пĕр кун та пурăнаяс çук эпир. Ачасем макарон, пăтă таврашĕ çимеççĕ, пĕрмаях улма нимĕрĕ хатĕрлеме тивет. Кăçал пуш уйăхĕнчех çĕр улми пĕтрĕ, хурах кăшкăрмалли кăна юлнăччĕ, çавах вăрлăх валли хăварнине тытмарăм. Пасарта ытла та хаклăччĕ. Юрать, кÿршĕ пулăшрĕ, утăпа улăштарма килĕшрĕ. Кăçал çĕр улми çителĕклех тухрĕ, лайăх упрансан йĕркеллех хĕл каçассăн туйăнать», — каласа кăтартрĕ нумай ачаллă амăшĕ.

Пысăк çемье малтан Çеçмерте пурăннă. Тĕпренчĕкĕсене спорт секцийĕсемпе тĕрлĕ кружока ялтан çÿреме йывăртарах тесе хулана куçма тивнĕ. «Ачасен пушă вăхăта усăллă ирттермелле, телевизор-па компьютер умĕнче ларни сывлăха пĕтерет. Спортпа туслă шăпăрлан яланах малалла ăнтăлать, вĕренÿре те туртăнать», — палăртрĕ кил ăшшин управçи. Даниловсем ачисен çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланаççĕ. Шупашкарти хула хуçалăхĕпе строительство техникумĕнче вĕренекен Розалия — баскетбол командин капитанĕ. 12 çулти Алешăпа 11-ти Максим — тхэквондистсем. Алеша Мускавран, Ессентукирен темиçе хутчен те çĕнтерÿпе таврăннă, хĕрлĕ, хура пиçиххисене çĕнсе илнĕ. «Шкулти хăма çинчи пĕлтерĕве курсан тхэквондона çÿреме пуçларĕç. Алеша — 1-мĕш класран, Максим ача садĕнченех спортăн çак тĕсĕпе туслă. Медальсен шучĕ 50 та çитрĕ. Евгений Муратов тренерăн тÿпи те пысăк кунта, вăл тăрăшнипе Алешăпа Максим тхэквондо шкулне тÿлевсĕрех çÿреççĕ. Ачасемшĕн «чирлеме» ăмăртусене çемйипех каятпăр, пăшăрханнипе çав каç ыйхă таçта вĕçет. Малти вырăна тухсан хĕпĕртенипе куççуль юхса анать. Спортпа туслăскерсем вĕренÿре те чиперех ĕлкĕрсе пыни çав тери савăнтарать мана», — ывăлĕ-хĕрĕшĕн чунран хĕпĕртет амăшĕ.

Алешăпа Максим çулла та ахаль лармаççĕ: иртнĕ çул та, кăçал та шкула каймалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Вĕсем Муркаш районĕнчи Шомике çĕр çырли пуçтарма çÿренĕ. «Пĕр кунра 550 тенкĕ таран илсе килетчĕç. 7 витре пуçтарсан 8-мĕшне тÿлевсĕрех парса яратчĕç. Нÿхреп тулли çĕр çырли варенийĕ хатĕрлерĕмĕр. Ăна вĕсем çăкăр çине сĕрсе çиме кăмăллаççĕ», — малалла тăсăлчĕ калаçу.

Алешăпа Максим пасарта пахча çимĕç сутма та ÿркенмеççĕ. Сентре умĕнче тăрса ывăнаççĕ паллах, çавăнпа вĕсем пĕр-пĕрне ылмаштараççĕ: пĕри сутнă хушăра тепри велосипедпа ярăнать. Пасар мыскарисене хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Пĕррехинче вĕсем патне пĕр арçын пынă та кăшкăрашма тытăннă: «Ку пан улмине хăш пахчаран вăрласа тухрăр?» Ачасем çав арçынпа калаçас темен, хирĕç нимĕн те чĕнмен. «Хăшĕ-пĕрин пĕрмай кампа та пулин вăрçăнас, теприн кăмăлне пăсас килет. Унашкаллисемпе тавлашмалла мар, кун пек чухне çăвара шыв сыпни лайăхрах. «Усалăн тирне хĕрĕхĕн те сĕвеймĕн» каларăша асра тытмалла», — ачисене ялан ырри патне туртăнма сĕнет амăшĕ.

Çĕнĕ çул кучченеçĕсĕр хăварнă

Даниловсен чи асли — Екатерина. 26 çула çитнĕ пике ашшĕ-амăшĕнчен уйрăм пурăнать. Экономиста вĕренсе тухнăскер кондитерта тăрăшать. Иккĕмĕшĕ — Розалия, кăçал 18 çул тултарнă. Çемьере çул çитменнисем халь тăваттăн çеç. Çавна май Регина кăçал ачисене сывлăхпа кану лагерьне те ярайман. «Эсир нумай ачаллисен шутне кĕместĕр, çул çитменнисем сирĕн тăваттăн кăна», — тенĕ Муркаш районĕн администрацийĕнче. Регина виçĕ ачипе — Розалийăпа, Максимпа, Алешăпа — Муркаш районĕнчи Çеçмерте, тепĕр иккĕшĕ — Викăпа Ярослав — ашшĕпе Шупашкарта пропискăра тăраççĕ. Икĕ çул каялла Даниловсем Çĕнĕ çул парнине 14 çул тултарман тăватă ачишĕн илеймен. 200 грамлă кучченеçпе çулталăкра пĕрре тивĕçтерме пултарайманнине амăшĕ ниепле те ăнланаймасть. 2017 çул умĕн тĕпренчĕкĕсене парнесĕр хăварнă, çакна кучченеç пурин валли те çитменнипе сăлтавланă.

Даниловсем 5 тата ытларах ачаллă çемьесене патшалăх пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерни пирки пачах илтмен. Улттăмĕшĕ — Ярослав — çут тĕнчене килсен çеç пĕлĕшĕсем сĕннипе черете тăнă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.