Ултă кашкăр тытнă

9 Нарăс, 2016

Йĕпреç районĕнчи «Рассвет» АУО сунарçи Леонид Михайлов ертсе кайнă 20 яхăн акарçăран тăракан ушкăн Вăрнар районĕнчи Чăрăш Ишек ялĕ патĕнчи вăрманта кăрлачăн 30-мĕшĕнче - 3 кашкăр, тепĕр кун 4-мĕшне тытнă.

Çавăн пекех хастар кайăкçăсем иртнĕ уйăхра Йĕпреç районĕнчи Юнтапа ялĕн çывăхĕнчи вăрманта тата Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмĕр ялĕн таврашĕнче 1-ер кашамана «капкăна çаклатнă».

- Тукмак хÿресем хир сыснисемпе пăшисене пĕтереççĕ. Сунар хуçалăхĕсене тăкак ан кăтартчăр тесе вĕсене маларах «серепене лектермелле», - терĕ Л.Михайлов унпа телефонпа çыхăнсан. - Кашкăрсене «танатана хуптĕрлеме» çак арсем хутшăнчĕç: Виталипе Иван Ларионовсем, 72 çулти Александр Чурсин, Валерий Коротков, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн директорĕ Николай Аливанов, Леонтий Дормидонтов /Вăрнар/, Виталий Озяков /Çĕмĕрле/, ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин пай ертÿçи Николай Косулин тата ыттисем. Владислав Платоновпа Сергей Бойцов - 2-шер, Михаил Васильевпа /пурте Вăрнарсем/ Олег Александров /Шупашкар/ 1-ер кашамана пăшалтан персе лектерчĕç.

С.СЕРЕГИН.

Автор: