Унăн Мао Цзэдун медалĕ пур

25 Авăн, 2018

Улатăрта пурăнакан Ираида Ктитор 100 çул тултарнă ятпа çĕршыв Президентĕнчен Владимир Путинран салам йышăннă. Кун пирки хулари влаç органĕсен пресс-служби пĕлтернĕ.

Ватă хĕрарăма, пурнăçĕн 10 çулне Китайра пурăннăскере, вырсарникун, авăнăн 23-мĕшĕнче саламланă. 1941 çулта Ираида Ктитор Ленинградри педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă та госпитальте ĕçленĕ. Ун хыççăн Улатăра таврăнса тĕрлĕ яваплă çĕрте вăй хунă. Китая вăл мăшăрĕпе, çар çынни пулнăскерпе, кайнă. Унти хисеплĕ ĕçшĕн Мао Цзэдунăн «Китайпа Совет туслăхĕ» медале тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕ тата тыл ĕçченĕ мăшăрĕпе виçĕ ача ÿстерсе ура çине тăратнă.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас