Университет тата Сад микрорайонӗсенчи ҫӗнӗ шкул ыйтӑвӗ шухӑшлаттарать

3 Ака, 2020

Çĕнĕ хула микрорайонĕнчи çĕнĕ шкул строительствинче отделка ĕçĕсем, территорие тирпейлессипе çыхăннă ĕçсем малалла пыраççĕ. Алексей Ладыков унта тӳрлетнĕ проектпа ĕçленине çирĕплетрĕ. Шкулсен темине хускатнă май Олег Николаев Университет тата Сад урамĕсенче тума палăртнă шкулсемпе çыхăннă ыйтусемпе кăсăкланчĕ.

Чăрмавсăр мар. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, Сад микрорайонĕнчи шкул валли çĕр уйăрас тĕлĕшпе «лаптăкпа спекуляци тăвакансем пур. Ытла нумай ыйтаççĕ…» Регион ертӳçи çак тата ытти ыйтăва хăвăртрах татса пама сĕнчĕ. Ку шкулсен строительствине пуçарассине хăвăртлатма кирлĕ. Хăй çитес кунсенчех Раççейĕн вĕрентӳ министрĕпе Сергей Кравцовпа курнăçма палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Тĕл пулура, паллах, асăннă объектсем валли укçа уйăрас ыйтусем тавра та калаçу пулĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас