Унтанпа çичĕ çул çитрĕ

30 Кăрлач, 2014

Кăрлачăн 22-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 107 çул çитрĕ. Аслă поэтăмăрпа çыхăннă мешехесенчен пĕри - унăн вил тăпри çине кайса «Ман тĕмĕскен тăпри типсе çитсен» сăвва вулани. Çак асăну вулавĕн йăли Петĕр Хусанкай 100 çул тултарнине чысланинченех пуçланнăччĕ. Мешехене ирттерме Атнер Хусанкай тус-пĕлĕшĕсем ытларах хутшăнаççĕ.

Богдан Хмельницкий урамĕнчи Чыс аллейине Шупашкарти 12-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Трофимова ертсе пынипе 11 класра вĕренекенсем те çитрĕç. Настя Алексеевăпа Наташа Ченекова «Эп - чăваш ачи» сăвва вуларĕç. Хĕрсем иккĕшĕ те вырăс çемйисенчен. Наташа вара Мускаврах çуралса ÿснĕ, Шупашкарта иккĕмĕш çул кăна вĕренет. Пикесем хумханчĕç пулин те сăвва чăвашла пăхмасăр ытарлăн каларĕç. Юлашки çулсенче Шупашкарти 12-мĕш шкул асăну вулавĕн мешехине хастаррăн хутшăнать. Шкул директорĕн çумĕ Анисия Игнатьева çак ырă йăлана асран кăлармасть.

Владимир СТЕПАНОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.