Ура тупанĕ çурăлсан...

8 Çу, 2015

Час-часах ура тупанĕ çурăлать. Ăна мĕнле сиплемелле-ши?

Валентина Егорова. Патăрьел районĕ.

Ура тупанĕ сахăр диабечĕпе, гастритпа чирлесен, çавăн пекех организма витаминсем çитмесен, ÿт-пÿ тулли пулсан çурăлать. Синтетика чăлхапа çÿрени те урана сиенлетет.

Ура тупанне сиплеме: таза 2 л вĕри шыв ямалла, 1 апат кашăкĕ апат соди, 1-2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ кĕпе супăнĕ хушмалла. Урана тазра 15 минут тытмалла, тупанне массаж тумалла, типĕтмелле, олива çăвĕ е вазелин, маç сĕрмелле. Кун пек чухне ура тупанне сало та пулăшать. Ăна çывăрас умĕн сĕрмелле, купăста çулçипе чĕркемелле, чăлха тăхăнмалла.

Мăн тымар /девясил/ курăкĕнчен хатĕрленĕ шĕвек те аван. Урана таза чиксе ларнă хыççăн типĕтмелле, çуллă крем сĕрмелле, пир чăлха тăхăнмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.