Усламшăн кăна çунни килĕшӳсĕр тата саккунсăр

8 Ака, 2020

Юнкунхи ир тĕлне республикăра чирлисен шучĕ 16 çынпа танлашнă. Пĕр çын, чи малтан тупса палăртни, сывалнă. 795 çынна медиксем сăнаса тăраççĕ. Çак йышри 693 çын — килĕсенчех, ыттисем вара медстационарта тата обсерваторта.

Олег Николаев ытларикун вирус сарăласран сыхланмалли мерăсене çирĕплетнине палăртрĕ, çакăн сăлтавне уçăмлатрĕ: «Ку ĕнер харăсах чирлĕ 9 çынна тупса палăртнипе çыхăннă. Паллах, вĕсем ĕнер чирлемен — инфекци маларах ернĕ. Çапла пулма пултарасса эпир чухланă, тивĕçлĕ мерăсем йышăннă».

Олег Алексеевич чару мерисене, çынсем хăйсем тĕллĕн изоляцире пулмалли требованисене çирĕп пăхăнма чĕнсе каларĕ. Çапла майпа çеç инфекци сарăласран хӳтĕленме пултарăпăр. Шел те, çак самантпа та пайта курассишĕн усă курма ăнтăлакансем пур. Регион ертӳçи юлашки вăхăтра республикăра муниципалитетсен хушинче пассажирсене саккуна пăсса илсе çӳресси тăруках вăй илнине палăртрĕ. Пĕр енчен — саккуна пăсса предпринимательлĕх енĕпе ĕçлени, тепĕр енчен вара, чи хăрушши, — коронавирус сарăлас хăрушлăх кăларса тăратни. Çавăнпа Олег Николаев Транспорт министерствине пассажирсене саккуна пăсса илсе çӳрекенсене тупса палăртас, явап тыттарас енĕпе мерăсем йышăнма хушрĕ.

Эпидеми тапхăрĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен пулăшасси пирки те калаçу пулчĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан предприятисен пĕр пайне ĕçлеме ирĕк панă. Калăпăр, строительсене. Çав вăхăтрах регион ертӳçи пурин те производствăра сыхлăх требованийĕсене пăхăнмалли пирки асăрхаттарчĕ. Ытларикун пысăк суту-илӳ центрĕсен ертӳçисемпе калаçнă та — вĕсем лару-тăрăва ăнланаççĕ, çавна май ыйтăвĕсем те суту-илĕве çĕнĕрен пуçлассипе мар, патшалăх енчен пулмалли пулăшупа çыхăннă. Хăшĕсем хăйсен ĕçне диверсификацилеме те хатĕр.

Олег Алексеевич кĕçнерникун бизнеса пулăшмалли мерăсем тĕлĕшпе тӳрĕ лини ирттересси çинчен каланă май ку енĕпе тивĕçлĕ указ кăларассине çирĕплетрĕ — унта татăклă мерăсем пулĕç. Çав шутра — пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе налук тӳлевĕ, ытти енĕпе паракан çăмăллăхсем те. www.hypar.ru

Комментари хушас