Утă хатĕрлеççĕ

6 Утă, 2018

Ял хуçалăх предприятийĕсенче хĕрсех ĕççи пырать. Пурте хĕлле валли выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлеççĕ.

Утă уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне республикăри хуçалăхсенче 68,8 пит гектар çинчен /пĕтĕмĕшле лаптăкăн 68 проценчĕ/ нумай çул ÿсекен курăка çулса кĕртнĕ. Утă хатĕрлес ĕç Канаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай тата Тăвай районĕсенче вĕçленсе пыраççĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх — хуçалăхсенче 49,9 пин тонна утă типĕтнĕ, 87,6 пин тонна сенаж хывнă. Силос хатĕрлес енĕпе Элĕк, Йĕпреç, Куславкка районĕсем лайăх ĕçлеççĕ: пĕтĕмĕшле кăтарту — 2830 тонна. Куславкка, Муркаш тата Вăрмар тăрăхĕсенче 133 тонна ÿсен-тăран çăнăхĕ тунă. Ку мăйракаллă шултра 1 выльăх пуçне 7,9 центнерпа танлашать.

Республикăри хăш-пĕр хуçалăх суха ĕçне те пуçăннă. Кĕрхи культурăсене акмашкăн 34,6 пин гектар çĕр сухаланă.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас