УЙ МĂЙРАКИ Е ЯМШĂК КУРĂКĔ

9 Юпа, 2014

Уй мăйраки е ямшăк курăкĕ /живокость полевая/ - пĕр çул ÿсекеннисен йышĕнчен. Вăл çĕртме уйăхĕнчен пуçласа чечеке ларать те çу тăршшĕпех çеçкеленет, çав хушăрах вăррисем те пулсах тăраççĕ. Вăррисемпе кăна ĕрчет, вĕсем çуркунне те, кĕркунне те шăтса тухаççĕ.

Сиплевре курăкĕпе тата вăррипе усă кураççĕ. Анчах питĕ асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен уй мăйраки наркăмăшлă. Сăмахран, шултра туни сиплеве юрăхлă мар, унра усăллă япаласем çукпа пĕрех.

Пиçĕхтернĕ шĕвекĕпе /настой/ ÿпке шыçсан, плеврит, пĕвер, вар-хырăм, пÿре чирĕсем аптратсан сипленеççĕ. 1 чей кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 2-3 стакан шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе 8 сехете ăшă вырăна лартмалла. Кунне 4 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Вĕренĕ шĕвекĕ /отвар/ сарамак, шыв чирĕ, пÿсĕр чухне, пиçсе кайсан, шыççа пула ыратсан усăллă. Вĕтетнĕ 20 грамм курăка 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле. Сăрăхтармалла, маптанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3 хут 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Е сиенленнĕ ÿт çине çак шĕвекпе примочка хумалла.

Шĕвĕ шĕвекĕ те паха. 20 грамм чĕр тавара тин вĕренĕ 1 литр шыва ярса пиçĕхтерсе лартмалла. Шăк-ар чирĕсем, уретрит, сарамак, конъюнктивит нушалантарсан кунне 3 хут 1-ер стакан ĕçмелле. Куç пÿрленсен ун çине çак шĕвекре йĕпетнĕ марля хумалла.

Чĕрĕ ÿсен-тăран сĕткенĕ сурана ÿт илме пулăшать.

Вăрринчен çăнăх хатĕрлеççĕ, ăна ĕçсе паразитсенчен хăтăлаççĕ.

Шалкăм çапсан 1 апат кашăкĕ уй мăйраки курăкне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2-3 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат хыççăн çуршар стакан ĕçмелле.

Цистит чухне чечеке ларнă 20-30 грамм курăка тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 50-100-шер миллилитр ĕçмелле.

Пĕверĕн усал шыççинчен халăх медицининче çак шĕвекпе усă кураççĕ. Вĕтетнĕ типĕ 40 грамм курăка тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчинче 15 минут тытмалла. Çулăм çинчен илсен 45 минут лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 1 сехет маларах е ун хыççăн 1 сехетрен стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.