«Уйăх çине вĕçни» килти кăткăслăха сирме пулăшĕ

30 Кăрлач, 2019

Ашшĕпе амăшĕ тата ачисен хушшинче кăткăслăх сиксе тухма пултарать. Çивĕчлĕх аслисемпе пепкисем пĕр-пĕринпе хутшăнма пĕлменнине кăна мар, арăмĕпе упăшки пĕр чĕлхе тупайманнипе те çыхăннă ку çивĕчлĕх. Килти лару-тăрăва мĕнле улăштармалла? Çемьери хутшăнусене çирĕплетес тĕллевпе Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕ «Уйăх çине вĕçни» мероприяти йĕркелет.

Вăйă урлă вăл е ку лару-тăрăва сÿтсе явма май килĕ. Тренинг вăхăтĕнче ачасем ашшĕ-амăшĕ тимлĕх сахал уйăрнине пула йывăрлăха лекнĕ тĕслĕхсене пăхса тухĕç.

Çул çÿрев пурнăçăн тÿнтер енĕсене уйăрма, пĕр-пĕрне пулăшса телей çулĕпе çирĕппĕн утма вĕрентĕ.

Ашшĕ-амăшĕпе ачисене Роман Казначеев тата Екатерина Бородина психологсем Уйăх çине «вĕçме» пулăшĕç. Ракета нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче 15 сехет те 30 минутра «старт илĕ». Мероприятие хутшăнас тĕллевлисем 50-05-01 телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Kolobok.ua сайтри сăн ÿкерчĕк.

Теги: 

Комментари хушас