Уява инкек ан тĕксĕмлеттĕр

22 Çурла, 2019

Пĕлÿ кунĕ çывхарнă май кун йĕркинче вĕрентÿ объекчĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйту тĕп вырăнта пулчĕ те — Чăваш Республикин антитеррор комиссийĕн тата оперативлă штабĕн Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ пĕрлехи ларăвне шкулта йĕркелени, паллах, вырăнлă пулчĕ. Штаб тата комисси членĕсем паян Çĕрпÿри 1-мĕш шкулта пухăнчĕç.

Çак шкула суйласа илни те ăнсăртран мар. Çĕнĕ шкулта ачасене терроризм хăрушлăхĕнчен хÿтĕлес тĕлĕшпе тимлĕх чăннипех пысăк.

— Акă, пăхăр — пĕтĕмпех видео ÿкерет, — паллаштарать унччен милицире ĕçленĕ, халь вара кунти хăрушсăрлăхшăн яваплă Сергей Федоров хуралçă. — Шкулта шалти лару-тăрăва тата территорие пĕтĕмпе 59 видеокамера сăнать. Вĕсен ÿкерчĕкĕ хурал пÿлĕмĕнчи компьютер мониторĕсем çине тухать — пĕтĕмпех куç умĕнче.

Шел те, республикăри мĕн пур шкулта çапла мар çав. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕрентÿ министрĕн заместителĕ Надежда Дмитриева палăртнă тăрăх, шкулсенчи хăрушсăрлăха шанчăклă тивĕçтернĕ. Республикăри 901 вĕрентÿ организацийĕнчен 20-ĕшĕнче кăна тревога кнопкисем çук. 796 шкулта видеосистема вырнаçтарнă. Ыттисенче те пулать — оборудовани туянма 5 млн тенкĕ уйăрнă. Нумай шкулта хурал пур — ЧОПсемпе килĕшÿ тунă, ведомство тулашĕнчи хурал пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Хăрушсăрлăха тивĕçтерме уйăракан укçа виçи çуллен пысăкланса пырать, кăçал çак тĕллевпе республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен 120 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

Çав вăхăтрах çитменлĕхсем те çук мар. Полици тĕрĕслев ирттернĕ те, темиçе шкулта территори тавра тытнă карта юхăннине палăртнă. Хăш-пĕр çĕрте çав картасене темиçе çул юсаймаççĕ. 

Ларура çавăн пекех муниципалитетсен антитеррор комиссийĕсен ĕçне тишкерсе хакларĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас