Уявра парад та пулĕ

3 Ака, 2014

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин пирĕн халăхăн Çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ кунĕ историре темĕн чухлĕ аяккарах кайса пырать пулин те унăн пĕлтерĕшĕ нихăçан та сĕвĕрĕлмĕ. Рейхстаг çинче хĕрлĕ ялав çĕкленĕренпе кăçал 69 çул çитет. Пысăк çухатупа килчĕ çу уйăхĕнчи хĕвеллĕ çав кун. Аслă ăрусен паттăрлăхĕ, вĕсен вилĕмсĕрлĕхĕ килекен ăрусен асĕнче яланах упранĕ. Республика кăçал та ăна чыслăн палăртма хатĕрленет. Çапла пултăр тесе йĕркелÿ комитечĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă анлă ларăвĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне, унăн кăçалхи уявне кĕтсе илме хатĕрленнĕ мероприятисен планне тĕплĕ тишкерчĕç. Сăмах çар парачĕ çинчен те пычĕ.

Тĕплĕнрех çитес номерте.