«Вăхăта усăсăр ирттериччен...»

20 Пуш, 2014

Хăшĕ-пĕри ÿт-пĕве çирĕплетес тесе тĕрлĕ хускану тăвать. Теп-рисем спорт секцийĕсене çÿресе савăнăç тупаççĕ кăна мар, хул-çурăма тĕреклетеççĕ те. Вун пĕрмĕш класра вĕренекен Валя Васильева вара шкулти "Родина" çарпа патриот клубне яланах хаваспа васкать. Унта кĕлеткене çирĕплетме çеç мар, ăс-тăна та самай аталантарма пулать.

«Родина» клуба çÿреме пуçланăшăн Валя халь пĕрре те ÿкĕнмест, хĕпĕртет çеç. Епле савăнмăн-ха! Вăл унта пăшалтан тĕл пеме те вĕреннĕ, автомат сÿтсе пуçтарма та хăнăхнă, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе те паллашнă. Кунсăр пуçне ачасем тăтăшах тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ.

Республикăра çуллен иртекен «Зарница» тата «Орленок» çамрăк армеецсен вăййисенче вĕсен команди тăватă çул хушши ĕнтĕ пĕрремĕш вырăн йышăнать. Пĕлтĕр Муркашсен командирĕ Валя пулнă. Хастар хĕр упраç хăйĕн ушкăнне тивĕçлĕн ертсе, ыттисене пулăшса, хавхалантарса пынă. Тантăшĕсем ăна ертÿçе суйласа пĕрре те йăнăшман. Ăмăртура команда пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ тĕрĕс парассине манекенсем çинче кăтартса нумай очко пухнă, пĕчĕк калибрлă винтовкăран тата пневматика пăшалĕнчен тĕл персе, шывра ишсе те тĕлĕнтернĕ. Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассинче, вăй виçессинче тата ыттинче те маттуррăн тупăшнă. Теори конкурсĕнче вара тÿресем истори тата медицина енĕпе тĕрлĕ ыйту парса кăсăкланнă. Кунта та çухалман çамрăк çарçăсем. Чи пĕлтерĕшлĕ те йывăр тупăшу - ачасем кирлĕ хатĕрсемпе апат-çимĕç саппас илсе пĕр кун вăрманта ирттерни. Валя та хăйĕн командипе вăрмана кайнă, кăвайт чĕртсе апат пĕçернĕ, тĕрлĕ задани пурнăçланă. Хăш чух кирлĕ маршрутран пăрăнса çухални те пулкаланă. Ун пек чухне пĕр-пĕрне шырама тивнĕ. Компаспа ориентир тупма пĕлни вĕсене пулăшнă.

- Эпир хура тул пăтти пĕçерсе çинĕччĕ, ывăнса çитнипе-ши е вăрманта уçă сывлăшра пулнипе-ши, апачĕ питĕ тутлăччĕ, - каласа парать Валя. Унта чăнах та хамăрăн пултарулăха тĕрĕслерĕмĕр, çухалса каймарăмăр, заданисене тĕрĕс пурнăçласа, конкурссенче чи маттурисем пулса пĕрремĕш вырăна тухрăмăр. Кăçал та çак ăмăртăва хутшăнасшăн-ха. Хальхинче нимĕнле йывăрлăх та хăратмасть пулĕ мана, - тет вăл хăюллăн та çирĕппĕн.

Хастар та тăрăшуллă хĕр упраç спортпа тусли каламасăрах паллă. Валя çăмăл атлетикăпа кăсăкланать, сикме, чупма юратать. Ытларах кĕске дистанцисенче чупма кăмăллать. Вĕсене парăнтарасси ним те мар уншăн. Тĕрлĕ ăмăртăва хаваспах хутшăннăранах ялан тенĕ пек малти вырăнсене çĕнсе илет. Нумай пулмасть Калайкассинче çăмăл атлетика сезонне хупнă ятпа тата тăршшĕне сикессипе иртнĕ ăмăртусенчен иккĕмĕш вырăн йышăнса таврăннă маттурскер.

Пур çĕрте те çитĕнÿ тăвакан вĕренÿ отличници кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнă. Валя куншăн калама çук хĕпĕртет, малашне те çитĕнÿсем тума хавхаланать.

«Тантăш» вулаканĕсене вара çирĕп сывлăхлă пулас тесен спортпа туслашма сĕнет. Пушă вăхăта мĕнле те пулин усăллă ĕçпе ирттерме хистет вăл. «Урамра çапкаланса çÿренинче ним лайăххи те çук», - тет пултаруллăскер.

Нина ЦАРЫГИНА.

Муркаш районĕ,

Муркаш шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.