Вăхăтра хурав паманшăн

19 Авăн, 2018

Комсомольски районĕнчи ял тăрăхĕн пуçлăхне граждансен ыйтăвне вăхăтра пăхса тухманшăн явап тыттарнă.
Урмаелте пурăнакана ял çынни общество çĕрĕ çинче ирĕк илмесĕр гараж туни, çĕре хăй ирĕкĕпе «прихватизацилени» килĕшмен. Çăткăнпа пĕр чĕлхе тупаймассине ăнланса ял тăрăхĕнчен пулăшу ыйтнă. Анчах вырăнти влаçра ларакансем ыйтăва пăхса тухса тивĕçлĕ мерăсем йышăнма васкаман. Граждан ыйтăвне те регистрацилемен. Çитменнине, саккуна пăссах йĕркене пăснă тĕслĕхпе ыйтăва татса памашкăн Комсомольски районĕн администрацине ярса панă. Кун пирки пулăшу ыйтакана пĕлтермен те.
Район прокуратури Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе представлени çырнă, административлă йĕркене пăснăшăн 5 пин тенкĕ штраф панă.

Л.АЛА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.