Вăрă явап тытма тивĕç

16 Çурла, 2014

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупцие хирĕç тăрас енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвне ирттерччĕ. Хальхинче пăхса тухнă тĕп ыйту пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче коррупци преступленийĕсене тупса палăртас, çавăн йышшисенчен сыхланас тата айăплисене явап тыттарас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç-хĕле сÿтсе явни пулчĕ.

«Ку тытăмра утăм хыççăн утăм, тапхăрăн-тапхăрăн йĕрке туса пыратпăр, - палăртрĕ Михаил Васильевич ларăва уçнă май. - Анчах хăш-пĕр муниципалитетра, шел те, ыйтусем сиксе тухаççĕ-ха. Управляющи компанисене сăнаса тăрассине вăйлатмалла. Укçа пухакан компани чылай, анчах унпа мĕнле усă курнине халăха пĕлтерекен сахал. «Çынсен çав нухрата хăйсен тытса тăмалла», - тесе час-часах калатпăр. Анчах хальлĕхе халăх çак ĕç-хĕле пурнăçлама хатĕр мар».

Вăл е ку тытăмра коррупци преступленийĕсене тупса палăртасси - республикăри мĕн пур право хуралĕн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри. ШĔМ ертÿçи Сергей Семенов каланă тăрăх - министерство тĕпрен илсен бюджет укçине вăрланă е тĕллевсĕр усă курнă тĕслĕхсене, авари хăрушсăрлăхĕ кăларса тăратакан çуртран куçарнă чухне йĕркене пăснине, управляющи компанисен, ЖКХ тытăмĕнчи ытти организаци ĕçченĕсен киревсĕр ĕçĕсене тупса палăртас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Кăçалхи çичĕ уйăхра çакăн йышши 47 преступление шута илнĕ. Саккуна пăсакансен айăпĕпе пулнă пĕтĕмĕшле тăкак - 11 млн тенкĕ ытла.

ЧР прокурорĕ Владимир Метелин каланă тăрăх - мĕн пур предприяти-организацире коррупцие хирĕçле мероприятисем ирттереççĕ. Патшалăха пăхăнса тăраканнисенче çак ĕç-хĕле уйрăмах вăйлатмаллине палăртрĕ.

ЧР Строймин ертÿçи Олег Марков Патшалăхăн çурт-йĕр программисене пурнăçланă чухне саккуна пăсас хăрушлăх ытлараххине шута илсе антикоррупци мероприятийĕсене ытларах йĕркелеме тăрăшнине пĕлтерчĕ. «Программăсене пурнăçа кĕртессишĕн яваплă орган пулнине шута хурса вырăна тухса тĕрĕслевсем ирттеретпĕр, - терĕ вăл. - Прокуратурăпа, ШĔМпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе çыхăннă информацие, пысăк парăмлă организацисем пирки вĕсене пĕлтерсех тăратпăр».

ЖКХ тытăмĕнче кăткăс лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисем те çук мар иккен республикăра. Акă, сăмахран, Коммуналлă технологисен парăмĕ 600 млн тенке яхăн. Малашне унпа мĕн пулассипе кăсăкланчĕ республика Пуçлăхĕ. Олег Марков министр компани финанс лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшакан план хатĕрленине пĕлтерчĕ. Çавна май хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков вĕсен ĕç-хĕлĕ лайăх енне улшăнассине шаннине палăртрĕ. ТКГ-5 йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре «тÿрĕ тÿлев» системи çине куçнинче курать.

Тепĕр «çăпан» - Çĕнĕ Шупашкарти «Новэк» УК. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спутник-хулара пулнă чухне халăх каллех çак компанипе çыхăннă йывăр калаçăва пуçарнă. Михаил Васильевич унтанпа ку тĕлĕшпе мĕнле улшăну пулни пирки пĕлесшĕн пулчĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин татăклă хурав параймарĕ пулин те «çитес ăшă сезонне «Новэксăр» кĕтсе илессе» шаннине пĕлтерчĕ.

Çĕмĕрле хулинче те республика Пуçлăхне çырлахтарман самант нумай. Кунта ЖКХ тытăмĕ вун-вун ыйту çуратать. «Хам куçпа хам куртăм: ăшă пăрăхĕсем çап-çара, вĕсене нимĕнпе те чĕркемен, нимĕнпе те хÿтĕлемен. Хула пысăк мар. Кунта темиçе уйăхра йĕрке тума пулать», - терĕ вăл. Администраци пуçлăхĕн пуканне нумаях пулмасть çĕнĕ çын йышăннине палăртса та çапла каларĕ ахăртнех. Çĕмĕрле хулин ЖКХ тытăмĕнче кăткăс лару-тăру пулнине хула пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Туличева та пытармарĕ. Ку енĕпе ĕçлеме пуçланине палăртрĕ: «ТСЖсемпе управляющи компанисенче çирĕплетнĕ йĕркепе канашлусем ирттеретпĕр, халăх хушшинче ăнлантару ĕç-хĕлĕ пырать». Михаил Васильевич Çĕмĕрле хулинче çирĕпленнĕ япăх лару-тăрушăн яваплă çын ятне те асăнчĕ, ăна мĕнле майпа явап тыттарнипе кăсăкланчĕ. «Дисциплина тĕлĕшĕнчен асăрхаттарнă» хурав ăна çырлахтарманни сисĕнчĕ. «Капла майпа ĕçлесен нихăçан та йĕрке тăваймăпăр. Вăрлама хăнăхнă çын татах та вăрлать. Асăрхăр: пĕлсе вăрлать», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарчĕ.

Йĕрке хуралĕн органĕсем коррупционерсене тупса палăртас тĕлĕшпе çеç ĕçлемеççĕ. Халăх пурлăхне хапсăнакансене явап тыттарассине те асрах тытаççĕ. Александр Мигушов каланă тăрăх - РФ Следстви комитечĕн ЧР следстви управленийĕ кăçал çакăн йышши 207 преступлени çинчен пĕлтернине йышăннă. Вĕсенчен 167-шĕн тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Айăпланнисен 10 млн ытла тенкĕлĕх пурлăхне арестленĕ. Тĕп следователь ку хисепсем пĕлтĕрхинчен чылай сахалраххине пĕлтерет. Çакă следстви органĕсем япăх ĕçленипе çыхăннă пулăм мар. Профилактика мероприятийĕсен ырă витĕмĕ пуррине кăтартаканскер. Шалти ĕçсен министерстви те вăрланă пурлăха тупса палăртса арестлес енĕпе курăмлă ĕçлет. Сергей Семенов министр каланă тăрăх - саккунсăр майпа хăйсен туса хунă 209 млн тенкĕрен 200 ытла млн тенкине каялла тавăрма пултарнă.

«Вăрланипе кăна мар çав, явап та тытма тивет, - палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. - Çакă кăшт та пулин хăратма тивĕç».

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ Чăваш Еншĕн çĕнĕлĕх мар. Хăнăхнă пулăм темелле. Анчах ку тытăмра та коррупци «тымар яма пултарасси» хăратать. «Кăçал республикăра ППЭ тивĕçлĕ шайра иртрĕ, - палăртрĕ Михаил Васильевич ларăвăн виççĕмĕш ыйтăвне хускатнă май. - Ачасем никам пулăшмасăр, хăйсен пĕлĕвне, вăйне шанса экзамен тытрĕç. Унăн кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех пулчĕç. Апла пулин те Раççей Федерацийĕн чи лайăх регионĕсен йышне кĕме пултартăмăр».

ППЭ вăхăтĕнче коррупци ĕç-хĕлĕ вăй илесрен сыхланса кăçал хушма мерăсем йышăннине палăртрĕ вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов. «Çак тапхăрта Шалти ĕçсен министерствипе пĕр чĕлхе тупса ăнăçлă ĕçлерĕмĕр, - терĕ вăл. - Чăваш Енре экзамен йышăнакан вырăнсенче иккĕмĕш çул видеосăнав системи ĕçлет. Ачасем шар ан курччăр тесе тăрăшатпăр. Кăçалхи çĕнĕлĕх - Чăваш Республикин экзамен ĕçĕсене урăх субъект представителĕсем тĕрĕслерĕç. Эпир - вĕсенне. Экзамен материалĕсем Интернета лекесрен сыхланма пултартăмăр».

Çапах та пĕтĕмпех пĕр тикĕс иртнĕ теме çук. ППЭ вăхăтĕнче саккуна пăснă темиçе тĕслĕхпе адмĕç пуçарнă. Карас телефонĕпе усă куракансем йышлине, çавна май экзаменсен вăхăтĕнче çыхăнăва татма мерăсем йышăнмаллине, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене лăпкă, уçăмлă, кăлтăксăр ирттерме 9-мĕш класс экзаменĕсене тытнă самантранах хатĕрленме пуçламаллине палăртрĕ министр. Республика Пуçлăхĕ çак ыйтусене педагогсен çурла уйăхĕнчи конференцийĕнче çĕклеме сĕнчĕ. Республика шайĕнчине çурлан 21-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Ун хыççăн педагогсем хăйсен районĕсенче пухăнса канашлĕç.

 

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.