Вăрçăра пĕтмерĕмĕр. Тăнăçра пĕтĕпĕр-и?..

28 Çу, 2018

Халăх Комиссарĕсен Совечĕ 1918 çулхи пуш уйăхĕнче, 100 çул каялла, Германин, Австри-Венгрин, Болгарин, Осман империйĕн, ытти патшалăхăн союзĕпе Брест-Литовскра контрибуциллĕ, сепаратлă килĕшÿ çирĕплетнĕ. Çапла Раççей 1914-1918 çулсенче пынă Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен тухнă.
Договорпа килĕшÿллĕн çĕршыв Польшăпа Литвасăр, Латвин, Беларуçăн тата Кавказăн пĕр пайĕсĕр юлнă. Совет Республикин çар чаçĕсене Балтика тăрăхĕнчен, Финляндирен кăларма тивнĕ. Украина Гер-мани протекторачĕ пулса тăнă, Карс тата Ардаган хулисем пирĕнтен Турцие куçнă, Германи Раççейрен 6 млрд марка тÿлесе татма ыйтнă. Чăн та, 1918 çул вĕçĕнче совет правительстви хăй енчен çав килĕшĕве пурнăçласа вăл укçана парса татман. Раççей калама çук нумай çухатассине В.Ленин лайăх ăнланнă пулин те правительство членĕсене хистесех асăннă условие йышăнтарнă, мĕншĕн тесен 1918 çулхи нарăс уйăхĕнче большевиксем влаçсăр, халăх патшалăхсăр юлас хăрушлăх тухса тăнă. Раççей империйĕн çарĕ саланнă, рабочи-хресченĕн Хĕрлĕ Çарне тума çеç пуçланă. Германипе Австри-Венгрин чаçĕсем 1918 çулхи нарăс уйăхĕнче Петроград патне талпăннă. Псков тата унтан 145 çухрăмри Нарва хулисене тытса илнĕ. Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче килĕшÿ туса патшалăха катастрофăран çăлса хăварнă. Хура халăхшăн, çав шутра чăвашсемшĕн, ку документ вăрçа чарса нумай çынна вилĕмрен çăлса хăварнипе палăрса тăрать.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçине Чăваш Енрен 100 пин çынна яхăн хутшăннă /Чăваш энциклопедийĕ, 385-мĕш стр./. 1920 çулхи халăх çыравĕнче Чăваш автономи облаçĕнче вăрçăн 47726 ветеранне шута илнĕ. Тăшман тыткăнне миçен лекни, фронтран миçе уксах-чăлах таврăнни паллă мар. Вăрçăра ытти халăхпа пĕрлех чăваша та вăйсăрлатнă. Пĕрремĕшĕнчен, этнос йышĕ чакнă; иккĕмĕшĕнчен, пурлăхĕ /тырă, лаша, урапа-çуна, ут хатĕрĕ, тумтир тата ытти те/ хухнă. Çапла пĕтĕмлетес килет: Раççей «çĕнтерĕвĕшĕн» хывнă тÿпе чăвашсен те питĕ пысăк. Шел, пуç хунисен çывăх çыннисем, аманса таврăннисем Совет влаçĕнчен нимĕнле çăмăллăх та кĕтсе илеймен. Çĕнĕ влаç вĕсене хисеплемен. Ветерансем кÿренсе пурăннă, чыса тивĕçмесĕрех пурнăçран кайнă.
Раççей экономикипе халăхсен пурнăçне Граждан вăрçи /1918-1922 çç./ те юхăнтарнă. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сотрудникĕ В.Н.Клементьев çапла пĕтĕмлетнĕ /Чăваш энциклопедийĕ, 453-мĕш стр./: «Граждан вăрçи пынă тапхăрта Чăваш Ен Хĕрлĕ Çара çынсемпе тата ресурссемпе тивĕçтерекен çăл куçсенчен пĕрин вырăнĕнче пулнă. 1918 çулхи çурла-авăн уйăхĕсенче Улатăр, Шупашкар, Етĕрне, Çĕрпÿ уесĕсенчен Хĕрлĕ Çара — 17 пин, 1919 çулта Кăнтăр фронтне — 21,2 пин, фронтсене пурĕ 40 пин ытла çынна ăсатнă». Граждан вăрçине чăвашсене ытти çул та чылай илсе кайнă. Хĕрлĕ Çара тырăпа, лашапа, ут хатĕрĕпе, ытти пурлăхпа тивĕçтернĕ. Çар комиссариачĕсем йĕркеленĕ отрядсем ăна-кăна килĕрен çÿресе пухнă. Çынсем парса ямастпăр тесе хирĕç тăрсан явап тыттарнă. 1921 çулхи кăрлач уйăхĕнче нумай чăваш ялĕ «Чаппан вăрçине» хутшăнса «продразверсткăна» хирĕçленĕ. Хусантан янă çар чаçĕсем «пăлхавçăсене» персе салатнă. 1921-1922 çулсенче Атăлçи халăхĕсем, вăл шутра чăвашсем, выçăпа касăхнă, çавна пула темиçе пин çын вилнĕ. Тавах Мускав хулипе ытти региона несĕлĕмĕрсене çăкăр, ытти апат-çимĕç ярса панăшăн, пĕчĕккисене ача çурчĕсенче йышăнса вилĕмрен çăлнăшăн.
Çĕршывра чăвашсен шучĕ чаксах пырать. Ку ыйту чăваш патриочĕсене питĕ пăшăрхантарать. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.