Вăрламан, çаратман, çапах ята кĕнĕ

Етĕрне районĕнчи Мăн Шемертен тата Пĕрçырлан ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене бюджет законодательствине пăснишĕн явап тыттарнă. Пысăках мар вырăна йышăнакан çак тÿре-шара вăрламан, çаратман, çапах ята кĕнĕ.

Етĕрне район прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи пуш уйăхĕнче Мăн Шемертен ял тăрăхĕ нефтьпе газ продукчĕ туянма тулли мар яваплă пĕр обществăпа килĕшÿ тунă. Пĕрçырлан ял тăрăхĕ урапаллă çула тытса тăман муниципалитет контракчĕ тунă. Саккун ыйтнине пăхăнсан, çакна федераци казначействин территорири уйрăмне пĕлтермелле пулнă. Те пĕлмен, те манса кайнă – иккĕшне те административлă майпа явап тыттарса 10-шар пин тенкĕ штраф хурса панă.
 

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас