Ваттисем «вĕттисене» кĕтеççĕ

12 Чÿк, 2018

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче Галина Кириллова, ют чĕлхе вĕрентекенĕ, чылай çул ĕçлет. Педагогăн ачасене пĕлÿ панипе пĕрлех воспитани ĕç-хĕлне тăтăш тытса пымалла. 7Б класс ертÿçи Галина Валентиновна ачасене туслаштармалли вăрттăнлăха темиçе çул каялла ăса хывнă: Тимур ĕçне пуçармалла. Пĕрлехи тĕллев чăннипех çывăхлатнине халĕ ĕнтĕ унăн «çуначĕ айĕнчи» 15 вĕренекен пĕр иккĕленмесĕрех çирĕплетет.

Паянхи тимурçăсем

— Ушкăн ячĕ — «Ваттисемпе вĕттисем», хамăра çав тери килĕшет. Мăн Сĕнтĕрти граждансен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕнче, инçех мар вырнаçнă Каршлăх ялĕнчи Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен çуртĕнче ытларах ватă çынсем пурăнаççĕ. «Мĕншĕн пĕр- пĕр уявра аслă ăрурисемпе тĕл пулу йĕркелес мар?» — шухăш пырса кĕчĕ. Уяв тĕлне парнесем, концерт хатĕрлерĕмĕр те социаллă учреждение çул тытрăмăр. Кинемейсемпе мучисем мĕнлерех савăнса кĕтсе илнине кура хĕрачасемпе арçын ачасем ырă йăлана малалла тăсма тĕв турĕç. Шкулпа асăннă çуртсен хушшинчи сукмак такăрланасси çапла пуçланчĕ. Виççĕмĕш çул тăсăлакан туслăх çирĕпленсех пырать, — каласа кăтартать Галина Валентиновна. Тĕрĕссипе, кунашкал пуçарăва хăйĕн малтанхи класĕпе те йĕркеленĕ вăл. Шкулпа сыв пуллашичченех ватăсенчен уйрăлман хĕрсемпе каччăсем.
Уявра юрласа-ташласа, инсценировка лартса ватăсен кăмăлне тупни аван, анчах çакăнпа кăна çырлахмаççĕ хастарсем — ĕçпе усă кÿреççĕ. Кĕрхи кун соцучреждени çумĕнчи лаптăкра пахча çимĕç кăларса тирпейлемелле-и, çуркунне картише çÿп-çапран тасатмалла-и — ертÿлĕхпе килĕшсе татăлнă хыççăн ачасем ĕçе кÿлĕнеççĕ. Çут çанталăкпа çураçура пурăнмаллине те ас тăваççĕ: асăннă çуртсем тавра çитĕнекен йывăçсем çине хĕлле — сырăш, çуркунне шăнкăрч йăви çакаççĕ.
— Тимурçăсем /хальхи саманара вĕсене чылай çĕрте волонтер теççĕ-ха/ ятарлă çуртсенче пурăнакан ватăсем патне кăна мар, салари пĕччен пурăнакан аслă ăру çыннисем патне те çÿреççĕ. Ватлăхра пĕччен тăрса юлнăскерсемшĕн çынпа хутшăнни, тимлĕх пушшех пĕлтерĕшлĕ. Ырă ĕçпе пулăшнăшăн тав туса ачасене: «Чипер çÿрĕр, татах килĕр», — тесе ăсатаççĕ вĕсем. Çĕнтерÿ е Ваттисен кунĕсемпе, пуш уйăхĕн 8-мĕшĕпе, ытти уявпа саламламассерен парне йышăннă май куççульленеççĕ те. Ырра хăнăхтаракан юхăмăн социаллă пĕлтерĕшĕ пысăк: çамрăк ăрăва аслисене хисеплеме те, ĕçлеме те хăнăхтарать вăл, — шухăшне уçать Галина Валентиновна.
Кăçал Раççейре Ырă ĕç тăваканăн çулталăкĕ пынине шута илсен Мăн Сĕнтĕрсен вăраха тăсăлакан проекчĕн çивĕчлĕхĕ куç кĕрет. Вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнчех «Ваттисемпе вĕттисем» шефа илнĕ учрежденисене çитнĕ. Ÿнер шкулне çÿрекен Екатерина Крючкова хăй ăсталанă япаласенчен /сăнарлă искусствăн тĕрлĕ мелĕпе илемлетнĕ теттесем, ÿкерчĕксем, скульптура пĕчĕк кÿлеписем.../ курав йĕркеленĕ. Ăста алăллă хĕрачана çулланнă çынсем чунтан тав тунă.
— Хăвăн пултарулăхна аталантарсах пырсан, тен, чаплă художник пулăн? Эпир саншăн савăнăпăр, — Валентина Афанасьева сăмахне пуçа чикнĕ хĕрача.
Маттур тимурçăсен ĕç-хĕлне вырăнти ертÿлĕх те сăнасах тăрать. Ахальтен мар класа тата вĕсен ертÿçине тав хучĕпе темиçе хутчен чысланă.

Курганран — тăван тăрăха

— Хăйĕн профессине чунтан юратакан педагог кăна çавнашкал пуçарусем тума пултарать, — тетĕп хушăран класс сехечĕ ирттерме те хисеплĕ ветерансем патне çул тытакан вĕрентекене.
Вăл, манпа килĕшнĕн, куçран пăхать те йăл кулать.
Сăмах май, Галина Кириллова /хĕр чухнехи хушамачĕ — Нестерова/ аслă шкултан вĕренсе тухсанах хăйĕн кăмăлĕпе Курган облаçне ĕçлеме кайнă. Ĕнерхи студентсене сĕнекен ĕç вырăнĕсенчен чи инçетре вырнаçнисем çав тăрăхра пулнă. Диплом алла илме хатĕр хĕр çĕршыв карттине тинкернĕ те: «Çак вырăн — Пашково ялĕ — чукун çул çывăхĕнче пек курăнать, çавăнта çирĕплетсе çырăр», — тенĕ комиссири çынсене. Пĕлмен-курман тăрăха кайнă та çапла... ĕçе пуçăннă. Нимĕç чĕлхисĕр пуçне темиçе предмет вĕрентме кăна мар, вĕрентÿпе воспитани енĕпе директор çумĕ пулма тивнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.