«Вĕршĕнсем» шкул ачисемпе тĕл пулчĕç

Паян Чăваш Енри ачасемшĕн, уйрăмах çар техникипе, вĕçев аппарачĕсемпе кăсăкланакансемшĕн, чăннипех те пысăк уяв пулчĕ.

Шупашкар тÿпинче «Вĕршĕнсем» тĕрлĕ фигурăсем туса вĕçнине вĕсенчен чылайăшĕ курнă-ха. Паян вара республикăри районсемпе хуласенчи шкулсенче вĕренекен арçын ачасемпе хĕрачасем сывлăш «асĕсемпе» куçа-куçăн тĕл пулчĕç, пилотсене хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пама пултарчĕç, сăн ÿкерĕнчĕç, автографсем илчĕç. Летчик пулма çăмăл-и? Тÿпене çĕкленсен чун-чĕрене шиклĕх туйăмĕ çавăрса илмест-и? Ачасем темĕн те, темĕн те пĕлесшĕн пулчĕç. Пилотсем кашнине тÿсĕмлĕн хуравларĕç, хăйсене те летчик профессине суйлама сĕнчĕç.

Тĕп хулари аэродром çумĕнчи аэроклубра ачасен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме ятарлă экскурси йĕркеленĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас