Вĕсем паян та стройра

18 Раштав, 2018

Çĕр питне илем кÿрекенни — ял-хула çĕклени, йывăç-тĕм лартни, çулсем хывни. Пурнăçа илемлетекенни — Çĕр çинче мĕн пуррине упрани. Тавралăха хитрелетекенни — ăслă, тÿрĕ кăмăллă, харсăр, Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратакан, патриот тивĕçне пурнăçлама хевте çитерекен çынсем.

«Тавралăха хитрелетекенсем»

Ç а к ă н й ы ш ш и с е м п и р ĕ н х у ш ă рах пурăнаççĕ, пирĕнпе юнашарах утса çÿреççĕ, ĕçлеççĕ… Вĕсем Шăмăршă районĕнче те пур.
Акă, тĕслĕхрен, Карапай Шăмăршă шкулĕн директорĕ Юрий Ермолаев. Вăл, çарта пограничник пулнăскер, пĕлÿ çуртĕнче çамрăк армеец-пограничниксен отрядне йĕркеленĕ. Ачасем Раççей шайĕнчи ăмăртусенчен темиçе çул харăс çĕнтерÿçĕсем пулса таврăнчĕç. Сергей Хафизов, Александр Шомполов Афганистан вăрçине хутшăннă, Совет Союзĕн чиккисене хуралланă, паттарлăхпа хăюлăхшăн Правительство наградисене тивĕçнĕ. Паян вĕсем çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн, Тăван çĕршывăн гражданинĕсене ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ. Николай Чернов, Валерий Петров, Геннадий Вашуркин, Дамир Гадиев, Сергей Матвеев, Николай Тихонов, Александр Краснов, Анатолий Егоров, Валерий Полковников, Владимир Денисов, Николай Жилкин, Александр Антонов, Мирослав Малеев, ыттисем…
Çав хастарсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки Чăваш Республикинчи «Пограничниксен тăванлăхĕ» общество организацийĕн тата Шалти ĕçсен министерствин ветеранĕсен пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕсен председателĕпе Егор Сетривановпа калаçрăмăр. Çартан таврăннă хыççăн Егор Михайлович пурнăçне право йĕркине сыхлассипе çыхăнтарнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та ку ĕçрен пăрăнман. Хальхи вăхăтра вăл ертсе пынипе районти патриотсем çамрăксен хушшинче пограничниксемпе полицейскисен професси сумне çĕклес, тăван тăрăхри пултаруллă çынсене, паттăрсене, çĕршыв историйĕнчи паллă пулăмсене асра хăварас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Çавна май вĕсем районти ялсенчи шкулсене час-часах тухса çÿреççĕ, ачасемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ, Паттăрлăх урокĕсем ирттереççĕ, Тăван çĕршыва хÿтелесси, унăн тăнăçлăхĕпе ырлăхĕшĕн тăрăшасси, сывлăха çирĕплетесси, тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани илсе Тăван çĕршыва юрăхлă пуласси пирки калаçусем пуçараççĕ.

Чикĕ сыхласси — сăваплă

Егор Сетриванов çарта пограничник пулнă. Совет Союзĕшĕн йывăр çулсенче Хасан районĕнче Китай чиккинче тăнă. Хăй чăтса-тÿссе ирттернĕрен чикĕ хуралçин ят-сумне çĕклесси уншăн уйрăмах чыслă.
— Çĕршыв чиккисене хăçан хураллама пуçланă? — калаçу çак ыйтуран пуçланнăран малтанах аптăраса ÿкрĕм. Чăнах та, пĕлместĕп. Егор Михайловича хирĕç нимĕн те калаймарăм. — Çакна шкул ачисенчен яланах ыйтатăп. Малтанах шăпăрт ларатчĕç. Халĕ пĕрне-пĕри пÿлсех хуравлаççĕ: «Общинăсем йĕркеленсен кашни хăйĕн территорине сыхлама пикеннĕ. Чи вăйлисене, çивĕч куçлисене, таçтан-таçтан аякран тăшман килнине курма пултаракансене хурала тăратнă».
— Пĕрремĕш пограничнике курнă-и? — ку ыйту та интереслĕ.
— «Çук», — теççĕ ачасем, — Егор Михайлович малалла калаçрĕ. — Васнецовăн «Виçĕ пăхаттир» картинине пурте курнă ĕнтĕ. Пограничниксене ÿкернĕ вĕт унта, лашапа хурала тухнăскерсене сăнланă. Илья Муромец хĕвеле хирĕç куçне аллипе хупласа тавралăха тинкерет: аякра тусан тухни курăнмасть-и? Православи тĕнĕнче Илья Муромец пограничниксен Çветтуй Хÿтĕлевçи шутланать. Ачасене унăн турăшне те кăтартрăм-ха.
Чикĕ хуралçисене хÿтĕлекен вăйсем чăннипех те кирлĕ. Вĕсен пурнăçĕ — шăпа аллинче. Пуля чи малтан пограничник кăкăрне пырса лекет, пĕрремĕш чечек çыххи унăн вил тăпри çине выртать тесе ахальтен каламан. Çĕршыв историне аса илер-ха. Мĕнле кăна йывăрлăх тÿсмен-ши вĕсем? Кирек хăш вăрçăра та чикĕ хуралçисем çапăçăва пĕрремĕш кĕнĕ. Чи пирвайхисен шутĕнче Герой ятне илнисем те — пограничниксем. 38-мĕш çулсенчи Хасан кÿлли патĕнчи çапăçусенче, сăмахран, пилĕк пограничник Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă. 1941 çулта нимĕç фашисчĕсем çĕршывăн анăç чиккисене хупăрласа илнĕ. Гитлер çур сехетре чикĕ урлă каçма хатĕрленнĕ. Анчах чылай застава çирĕп тăнă. Тĕслĕхрен, Брест икĕ уйăха яхăн оборона тытнă.
Чикĕ хуралĕнче тăракансен мирлĕ пурнăçра та канăç сахал. Кашни кунах кĕтменлĕх «тĕлĕнтерме» пултарать. Ун пеккисем Егор Михайловичăн çарти аса илĕвĕсенче те туллиех.
— Пĕррехинче патшалăх чиккин линийĕпе хурала тухрăмăр. Китаецсен 11-12 çынран тăракан нарядне таçтанах асăрхарăмăр. Уставпа килĕшÿллĕн пĕр-пĕринпе тĕл пулсан сывлăх сунса иртмелле. Анчах вĕсем пире курсан чăл-пар саланчĕç. Пăшалĕсемпе тĕллесе тăрса ирттерсе ячĕç, — каласа кăтартрĕ Егор Михайлович. — Хуралтан таврăнтăмăр. Пирĕн хушăра Омск облаçĕнче çуралса ÿснĕ Тасбулат Тигжанов пурччĕ. Сăнĕпе вăл — чăн-чăн китаец. Дежурнăй асăрханă-ха: «Тасбулат, эсĕ мĕн, кăвакарнă-им?» Эпĕ те пырса пăхрăм, чăнах та, виçĕ тĕлте çÿçĕ — ĕлĕкхи пилĕк пусран та пысăкрах çаврашкасем — шап-шурă. Тигжанов малтанах ĕненмерĕ-ха, шÿтлеççĕ тесе шутларĕ. Кайран: «Пăшалтан тĕллесе тăнине курсан питĕ хăрарăм», — тет. Эпир ун чухне ăнăçлă хăтăлтăмăр. Перкелешнисем те сахал мар пулнă.
Егор Сетривановăн пуян кун-çулĕнче аса илмелли, ентешĕсене, çитĕнекен ăрăва каласа кăтартмалли нумай. Вăл вĕсене хут çине куçарать, хаçат-журналта çамрăксемшĕн уйрăмах интереслĕ статьясем пичетлет.

Туслă йыш

Егор Михайлович Шăмăршă районĕнчи пограничник ветерансен пĕрлĕхне 1973 çултанпа ертсе пырать. Йышра — харсăр, пуçаруллă, пултаруллă çынсем. Эпир мар тăк — кам! Чикĕ хуралçисемшĕн çак чĕнÿ — тĕпре, малашлăха çул кăтартакан маяк евĕрлĕ.
Шăмăршăсем республикăра пуринчен малтан Тăван çĕршывăн чиккисене хуралласа пуç хунă тата халĕ пурăнакан пограничниксен ячĕпе палăк уçнă.
— Ку шухăш пирĕн тахçанах тĕвĕленнĕччĕ, — тет Егор Михайлович. — 2013 çулта тапрантăмăр. Ку ĕçре пограничниксем питĕ хастар пулчĕç. Хамăр тăрăшнипе, ырă çынсем пулăшнипе çапах та тĕллеве пурнăçларăмăр.
Ырă çынсен пулăшăвĕ, чăнах та, пысăк пулнă. Акă, сăмахран, Шăмăршă районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Вячеслав Печников 100 пин ытла тенкĕ, Олег Еремеев, Алексей Антонов 50 пин тенкĕ панă. Николай Быков, Олег Ефимов строительство материалĕсемпе пулăшнă. Шупашкарти Юрий Краснов усламçă палăка Çĕнĕ Шупашкартан хăйĕн укçи-тенкипе тиесе килнĕ. Александр Максимов кранпа тивĕçтернĕ. Ыттисен пулăшăвĕсĕр те палăк район центрĕнчи тĕп урамра çĕкленсе ларайман пулĕччĕ…
Палăк уçнă самант чăн-чăн уява çаврăннă. Çак кун Шăмăрша «симĕс карттуслисем» таçтан та пуçтарăннă. Тăван тăрăхран тухса кайса тĕрлĕ районта, республика тулашĕнче тĕпленнисем те килнĕ. Çавăн пекех Шăмăршăсене паллă çак пулăмпа Раççей Геройĕсем Николай Гаврилов генерал-лейтенант, Вячеслав Бочаров, Радий Галимзянов полковниксем, Леонид Якубович, ытти сумлă хăна саламланă. Район хастарĕсен умĕнче хальхи вăхăтра тăракан пысăк тепĕр тĕллев — ентешĕн, Раççей Геройĕн Олег Долговăн палăкне уçасси.
Шăмăршă салинче чиркÿ тума пуçласан пограничниксем те айккинче тăрса юлма пултарайман. «Николай атте хамăра та нумай пулăшать, пирĕн мероприятисене хастар хутшăнать», — терĕ ырă ĕçе кÿлĕннин сăлтавне уçăмлатса Егор Михайлович. Районăн общество ĕçĕнче те хастар вĕсем. Шăмăршă районĕн администрацийĕн ертÿлĕхĕпе пĕр шухăшлă, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса вăй хураççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Е.СЕТРИВАНОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.