Вĕсене черчен командирсем тееймĕн

2 Утă, 2014

Çамрăк армеецсен çуллен иртекен "Зарница" тата "Орленок" вăйăсен финалне республикăри шкулсенче вĕренекенсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Тепĕр класа куçмалли зачет-экзамен умĕн мĕн вĕреннине çĕнĕрен шĕкĕлчемелле-и, ППЭне çине тăрса хатĕрленмелле-и /9-мĕш классен/ - кăмăл-туйăма та, кĕлеткене те çирĕплетекен тупăшăва пурте тенĕ пекех хапăлласа хутшăнчĕç. Çакăн çинчен Патăрьел тăрăхĕнчи Шăнкăртам ял тăрăхĕн территорийĕнчи хитре уçланкăра вырнаçнă палаткăсен лагерьне çитсе çул çитмен ачасемпе калаçсан пĕлтĕмĕр.

...Çарпа спорт вăййисене пухăннă отделенисен парачĕ пуçланчĕ. Еплерех харăссăн шартлаттарса утаççĕ йăрăс пÿллĕскерсем. Сăнатăп та - командирсен йышĕнче хĕр ачасем нумаййине асăрхатăп. Хăюллă арçын ачасем ăçта кайса кĕнĕ-ши? Канăçсăрлантаракан ыйтупа хĕр командирсен çумне "çыпăçатăп".

- Ан пăшăрханăр, пур-ха патвар, маттур арçын ачасем. Анчах, темшĕн ушкăна çирĕп йĕркере тытма ытларах пире, хĕр ачасене шанаççĕ аслисем, - тет Елчĕк районĕнчи Патреккел шкулĕнче 9-мĕш класран вĕренсе тухнă Настя Арбузова.

Хастар ушкăна Патăрьел хутлăхне Александр Адюков вĕрентекен ертсе килнĕ. Ачасем каланă тăрăх - çирĕп те, ырă кăмăллă та вăл. Ыйтнине тÿрех пурнăçлаймасан ятлас йăла çук унăн, ачана лăпкăн ăнлантарса хăнăхтарма тăрăшать. "Çакăн пек шанчăклă аслă юлташ çумра пулнăран шикленмерĕм командир пулма", - йăл кулса сăмахне тăсать çирĕп хĕр.

Унăн аташĕ, Элĕк районĕнчи Юнтапа вăтам шкулĕнчен килнĕ ушкăн командирĕ Настя Максимова вара хĕр ачасем халĕ арçын ачасенчен нихăш енпе те юласшăн маррине палăртрĕ, 8-мĕш класпа сыв пуллашнăскер вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырать, спортпа туслă.

- Çакăнта хутшăннин уссине куратăн-и? - ыйтатăп пуçаруллăскертен.

- Паллах. Кунта киличчен эпир тренировкăра вăхăт нумай ирттернĕ. Спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетет, кĕлетке те илемлĕ пулать, - терĕ чиперкке.

Тинех пĕлтĕм: акă мĕншĕн "Зарницăра", "Орленокра" хĕр ачасем нумай иккен! Чăн та, Çĕмĕрлерен /1-мĕш вăтам шкул/ килнĕ Катя Решновăн шухăшĕпе те килĕшмесĕр тăраймăн:

- Çар теми хĕр ачасемшĕн паян та ют мар. Хăш-пĕр чухне эпир этемлĕхĕн вăйлă çурринчен те чăтăмлăраххи палăрать-çке. Стройпа утаймастпăр-и? Турист йĕрĕпе иртейместпĕр-и? Тинĕс тĕввине çыхма-салтма пĕлместпĕр-и? Пăшалтан та тĕл пеме пултаратпăр!

Çакăн пек харсăр командирсемпе паллашнă хыççăн манăн та вĕсен ÿсĕмне таврăнас, ушкăнпа мала тухассишĕн ăнтăлас килчĕ. Эппин, чăннипех хăйсен харсăрлăхĕпе ыттисене чăннипех хĕмлентереççĕ чиперук-ертÿçĕсем.

Рубрика: