Виçеллĕ усă курмалла

30 Кăрлач, 2015

Панулми сĕткенне ĕçни усăллă-и? Усăллă пулсан ăна кунне мĕн чухлĕ ĕçмелле? Хамăр ял çынни панулми сĕткенне ĕçсе вар-хырăм чирĕпе чирлерĕм тесе ĕнентерет. Тĕрĕсех-ши?

Николай Егоров. Муркаш районĕ, Анаткасси ялĕ.

  1. Ученăйсен шучĕпе кунсерен пĕрер стакан панулми сĕткенĕ ĕçни вăхăтсăр ватăласран, ăс-тăн хăвачĕ чакасран упрать. Кунсерен 200-300 мл сĕткен ĕçсен çу çаврăнăшĕ лайăхланать, юн холестеринран тасалать, юн тымарĕсем çирĕпленеççĕ. Çавăнпа панулми сĕткенĕ инфарктпа инсульт пуласран хÿтĕленмелли чи лайăх хатĕр шутланать.
  2. Гипертони чирĕнчен, самăрăлнинчен тата атеросклерозран та усăллă вăл. Кунне çуршар стакан апатланиччен 15 минут маларах ĕçмелле.
  3. Авитаминоз, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕ чухне панулми сĕткенне лимон е томат сĕткенĕпе пĕрле ĕçсен аванрах.
  4. Панулми сĕткенĕ пÿрери тата ват хăмпинчи чула ?1 см пĕчĕкреххине% ирĕлтерме пултарать. Çакна тума 3 кунччен 500-шер мл тин кăларнă панулми сĕткенне кашни 2 сехетрен ĕçсе тăмалла. Пĕрремĕш кунне ирпе 8 сехетре 1 стакан сĕткен ĕçмелле, икĕ сехет иртсен - 2 стакан, çапла каçхи 8 сехетчен. Çав хушăра урăх апат-çимĕç çиме юрамасть. Иккĕмĕш кунне çакна малалла тăсмалла. Виççĕмĕш кунне пĕрремĕш стакана пушатнă хыççăн çур сехетрен 120 мл олива çăвĕ ĕçсе кăштах панулми сĕткенĕпе сыпса ямалла. Виçĕ кун иртсен вĕри ванна кĕмелле. Çакăн хыççăн чулпа хăйăр тухма пуçлĕ. Çапах та çак меслетпе сиплениччен малтан тухтăрпа канашламалла.
  5. Иммунитета ÿстерет. Тухтăрсем пĕчĕк йÿçеклĕ гастритпа аптракансене йÿçĕкрех сортлă панулми сĕткенне ĕçме сĕнеççĕ. Унти пектин вар хытнипе кĕрешме, организма сиенлĕ япаласенчен тасатма пулăшать.
  6. Панулми сĕткенĕнчи клетчатка холестерин шайне йĕркелеме пулăшать. Кунсерен 200 мл сĕткен ĕçни юн çаврăнăшне йĕркелет, юн тымарĕсене пиçĕрех те çирĕпрех тăвать.
  7. Панулми сĕткенĕ Альцгеймер чирĕ аталанас хăрушлăха та сирме пултарать. Çакна ученăйсем шăшисем çинче сăнав ирттерсе тĕпчесе пĕлнĕ. Пуç миминчи юн тымарĕсен склерозĕ аталанасран кунсерен 300 мл сĕткен ĕçмелле.
  8. Подагра чирĕнчен, веществосен çаврăнăшĕ пăсăлсан та аван панулми сĕткенĕ, микробсене пĕтерме пулăшать.

Сахăр диабечĕпе нушаланакансен симĕс панулмирен кăларнă сĕткене çеç ĕçмелле, мĕншĕн тесен унта сахăр шайĕ сахалрах.

Камсен панулми сĕткенне ĕçме юрамасть-ха?

Пысăк йÿçеклĕ гастритпа, хырăмлăх е пыршăлăх язвипе чирлекенсен, хырăмлăхай парĕ касса ыратсан панулми сĕткенĕ ĕçме юрамасть.

Кăкăр ĕмĕртекенсен пирвайхи уйăхсенче тин кăларнă панулми сĕткенне пачах та ĕçме юрамасть, пепкен хырăмĕ кÿпĕнсе кайма пултарать.

Сывă çынсен кунне 1 литртан ытла сĕткен ĕçме юрамасть. Виçесĕр усă курсан диарея, метеоризм пулма, хырăм айĕ ыратма пултарать. Панулми сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ шăл эмалĕшĕн сиенлĕ. Çавăнпа ăна ĕçнĕ хыççăн шăла тасатмалла. Эмел таврашне унпа сыпса ямалла мар, мĕншĕн тесен вăл эмел витĕмне вăйсăрлатса организма наркăмăшлантарма пултарать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.