Вӗсем учительсене ӳсме пулӑшаҫҫӗ

18 Çу, 2018

Паян ЧР Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин юлашки тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисемпе тата призерӗсемпе тӗл пулчӗ.

Кӑҫал Чӑваш Енри вӗренекенсем Раҫҫей олимпиадисенче 21 призлӑ вырӑн йышӑннӑ. Тӗп хулари 5-мӗш гимназире вӗренекен Никита Гущин историпе олимпиада ҫӗнтерӳҫи кӑна мар, вӑлах обществознанипе призер ятне илнӗ. "Ку ҫитӗнӳпе кӑна лӑпланса лармалла мар, сирӗн тата малалла аталанмалла, малалла талпӑнмалла. Сирӗншӗн халӗ мӗнпур аслӑ шкул алӑкӗ уҫӑ. Малашне те сирӗн пысӑк ҫитӗнӳсем тумалла пултӑр", - терӗ ҫамрӑксене ырӑ суннӑ май Михаил Васильевич.

"Чӑваш Енри вӗренекенсем хӑйсен пысӑк кӑтартӑвӗсемпе, олипиадӑна хутшӑнассипе Раҫҫейри малта пыракан вунӑ регион йышне кӗреҫҫӗ. Ҫак ҫитӗнӳ хӑй тӗллӗн пулмасть. Вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшне пулӑшса, хавхалантарса пынӑшӑн пысӑк тав! Ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем сире, ҫамрӑксем", - палӑртрӗ ЧР вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Александр Иванов.

Тӗлпулӑва республикӑри аслӑ шкулсен ректорӗсем те хутшӑнчӗҫ. "Пултаруллӑ ачасем учительсен шайне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем пӗлӳшӗн ҫуннине кура учителӗн те ытларах аталанма тивет", - терӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ Владимир Иванов. Тӗлпулура республикӑра Пысӑк шайри олимпиадӑсене хатӗрлемелли ценр тӑвасси пирки те сӑмах пуҫарчӗҫ. Тӗплӗнрех - "Хыпар" хаҫатӑн черетлӗ кӑларӑмӗнче.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас