Владимир Путин Президент Çырăвне хаклаççĕ

20 Нарăс, 2019

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн паянхи Çырăвне хаклани:

Альбина ЕГОРОВА, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ:

Çырура шалти политикăна, çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тĕпе хунă, паянхи лару-тăрăва тĕплĕ тишкернĕ. Патшалăх пуçлăхĕшĕн пĕлтерĕшсĕр ыйтусем çук — Çыру çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ. Владимир Путин патшалăх политикин пĕлтерĕшне çынсене упрассинче, çын капиталне ÿстерсе пырассинче, граждансен пурнăçне лайăхлатассинче курнине палăртрĕ. Ырă улшăнусене çынсем кăçалах туйма тивĕç.

Президент социаллă пособисене ÿстерессипе, нумай ачаллă çемьесен налук тиевне чакарассипе, ипотекăна субсидилессипе çыхăннă пуçарусем турĕ, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралнă çемьесен ипотека кредичĕшĕн федераци бюджетĕнчен 450 пин тенкĕ тÿлеме сĕнчĕ. Тепĕр мера — пĕрремĕш тата иккĕмĕш ачасемшĕн тÿлев илекен çемьесене паракан укçа виçине 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк икĕ виçепе танлаштарасси. Çав вăхăтрах халь вăйра тăракан çăмăллăхсем упранса юлаççĕ.

Халăх ырлăхне экономика аталанăвĕ никĕслет, апла тăк пысăк пĕлтерĕшлĕ реформăсем социаллă пурнăçпа экономикăн мĕн пур çул-йĕрĕпе кирлĕ. Çырура медицина пахалăхне лайăхлатмалли, шкула çĕнетмелли, тĕрлĕ отрасльти ĕç укçине ÿстермелли, пысăк технологиллĕ производствăсене аталантармалли тĕллевсем палăртнă. Экономикăн наукăна тĕпе хуракан отраслĕсене, хамăр çĕршыври тавар туса кăларакансене пулăшасси, предпринимательсене хавхалантарасси çинче пусăм тунă.

Пирĕншĕн, депутатсемшĕн, патшалăх пуçлăхĕ саккунсене лайхлатма, право никĕсне çĕнетме чĕнсе калани хаклă. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Çырура палăртнă ыйтусене татса парассине саккунсемпе тивĕçтерес ĕçе хастар кÿленесси пирки иккĕленместĕп.

Елена ЗАГРЕБАЕВА, ЧР Стоматологсен ассоциацийĕн президенчĕ:

Президент Çырăвĕ çĕршыв наци проекчĕсем çинче никĕсленекен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çулĕпе малалла талпăнассине тĕпе хунипе пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Сывлăх сыхлавĕ тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Владимир Путин Раççейре ачасен тĕнче шайĕнчи реабилитаци центрĕсене йĕркелемеллине палăртрĕ. Граждансемшĕн пур çĕрте те медицина пулăшăвĕпе туллин усă курмалли майсем пулмалла. Чăваш Енре çак тĕллев 2013 çултанпа ăнăçлă пурнăçланать.

Çырура сиплев учрежденийĕсене перекетлĕ поликлиника стандарчĕсем çине куçарасси пирки каланă: регистратурăсен ĕç принципне улăштарассинчен тытăнса çĕнĕ оборудованипе тивĕçтересси таран. Ку енĕпе те пирĕн республикăра нумай ĕç тунă: уçă йышши регистраторсене ĕçе кĕртнĕ, пациентсен виçеллĕ маршрутизацине туса хунă, сывлăх сыхлавĕн пĕрлехи цифра контурĕ йĕркеленет.

Онкологи пулăшăвне аталантарасси — уйрăм тема. Ку енĕпе Чăваш Енре юлашки 6 çулта «Хулари стоматологи поликлиники» АУ тытăмĕнчи 10 поликлиника никĕсĕ çинче çăварăн онкологи чирĕсене иртерех тупса палăртмалли диагностикăна йĕркеленине палăртнă пулăттăм. Президент паллиативлă пулăшăва йĕркелес ыйтăва çĕклени те — питĕ вăхăтлă.

www.hypar.ru

Николай ДМИТРИЕВ.

Комментари хушас