Волонтерсем ăмăртĕç

2 Пуш, 2018

Професси ăсталăхĕн тĕнче чемпионачĕ икĕ çулта пĕрре иртет. Ăмăртăва 1300 яхăн профессионал хутшăнать. 70 яхăн çĕршывран çитнĕ яш-кĕрĕмпе хĕр упраç чи лайăххин ятне илтессишĕн тупăшать. Чемпионатра производстăн тĕрлĕ тытăмĕнче тăрăшакансем кĕрешеççĕ: столярсемпе флорситсем, парикмахерсемпе электриксем, çăкăр пĕçерекенсемпе строительсем... Тĕнче шайĕнчи ăмăртăва лекмешкĕн наци тупăшăвĕнче мала тухмалла.
Професси ăсталăхĕн World Skills стандарчĕпе ирттерекен тĕнче чемпионачĕ 2019 çулхи çурлан 22-27-мĕшĕсенче Хусанта иртмелле. Йĕркелÿ комитечĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Раççейри икĕ пине яхăн волонтера явăçтарасшăн. Ют çĕршывсенчен 100 майлă волонтер çитĕ. Чăваш Республикин хастарĕсем те айккинче тăрса юлмĕç. Хальлĕхе 185 яшпа хĕр чемпионатра волонтер пуласшăннине палăртнă. Анчах вĕсенчен 25-шне çеç суйласа илĕç. Çитес çул яшсемпе хĕрсен чемпионата çитмешкĕн мĕн тумалла? Вĕсене мĕне кура суйлĕç? Çак тата ытти ыйтăва паян ЧР Вĕрентÿ министерствинче сÿтсе яврĕç. Çавăн пекех пресс-конференцире Спортпа социаллă проектсен дирекцийĕн ертÿçи Айрат Мубаракшинпа Çамрăксен пуçарăвĕн центрĕн директорĕ Юлия Аланова килĕшĕве алă пусрĕç. Çакă волонтер ĕçĕ-хĕлне кÿленес текенсен йышне пысăклатма май парĕ.
Ольга КАЛИТОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас