Волонтерсем чемпионата хатĕрленеççĕ

13 Чÿк, 2018

2019 çулта Хусанта Пĕтĕм тĕнчери ĕç профессийĕн «Ворлдскиллс» чемпионачĕ иртмелле. Çавна май волонтерсем унта хутшăнмашкăн хатĕрленме тытăнаççĕ.

Хальлĕхе Раççейри 3 регионти 1200 çын волонтер пулма кăмăл тунă. Çак кунсенче ыр кăмăллăхçăсем собеседовани витĕр тухма тытăннă. Вĕсемпе Чăваш Енри волонтерсене хатĕрлес енĕпе ĕçлекен центрăн хастарĕсем ĕçлеççĕ. Çамрăксен волонтер опытне çеç мар, вĕсем ют чĕлхесене мĕнле пĕлнине те шута илеççĕ. Ĕç профессийĕсен тĕнче чемпионатне хутшăнма кăмăл пур-и? Волонтерсен çулталăк вĕçĕччен регистрациленме май пур.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас