Вунçиччĕре çунать чĕре

22 Oct, 2019

Икĕ пайлă трагикомеди

ВЫЛЯКАНСЕМ:
Х в е т у р а
К л а в т и
О л е с я
В а р в а р а
К а т я
Х р е ç т и н
Т а н я
З и н а
Р и т а
А н т о ш а /вăлах Антошин сержант/
Г р а ч е в – капитан
Щ е р б а к – старшина
Я н К а р л о в и ч – пуян арçын
Н а т а ш а – унăн хĕрĕ
Т а н ц о р – хула пуçлăхĕн çумĕ
И к ĕ к а ч ч ă – Ян Карловичăн хуралĕ.
Т р а к т о р и с т.
Пĕрремĕш пайĕ
Пĕрремĕш курăну
Çурма тĕттĕм пÿлĕм. Уйăх çути турăш вырăнне ÿкет. Ăна чăваш сурпанĕпе илемлетнĕ. Кăштахран Антошин сержант сăнĕ курăнать. Вăл пукан çинче
ларакан Хветура патне ерипен пырать, аллисене унăн хулĕ çине хурать.
Хветура ватă ĕнтĕ, пичĕ-куçĕ пĕркеленнĕ, çÿçĕ кăвакарнă,
аллисене кăкăрĕ умне тытнă, тĕлĕрет.
Х в е т у р а. Тем юлашки вăхăтра кашни кунах курăнма пуçларăн: çывăрма выртатăп – эсĕ, ирхине тăратăп – эсĕ, сан сăнна пуçран кăларса пăрахас тесе пĕр-пĕр ĕç тăватăп – каллех эсĕ. Тĕлĕкре те мар, хăямат, пурнăçра. Юнашарах тăратăн пек, ак çакăнта, ман çумра. /Кулса илет./ Хи-хи! Калама та аван мар, тепĕр чухне эсĕ мана ыталасшăн та, ара, кăптăрт! кăна ак кунтан – хул хушшинчен – тытасшăн. Ара, çамрăк та, выляссу килет пуль çав. Эсĕ ман пек ватăлса, кукăрăлса лармарăн, ĕмĕрлĕхех çамрăк пулса юлтăн. Паян ирпе вăранса кайрăм – ман ниçтан та ыратмасть. Хурах кăшкăрса ятăм. Унтан-кунтан чĕпĕтрĕм. Çăтăрт! турĕ, ыраттарчĕ. Вилмен иккен, чĕрĕ. Шалта, чунра, вăй çук. Шĕкĕ пекех тем кăшлать, кăшлать... Сăлтавне пĕлетĕп-ха. Туятăп-ха, ахальтен килместĕн. Хăв патна чĕнетĕн пулĕ-ха е кунта манпа юнашар выртасшăн. /Каллех кулать./ Хи-хи! Кай, пĕртте улшăнман эсĕ, чун çунтармăш, хĕр шухшипех çÿретĕн. Ара, ăçтан улшăнтăр. Вун тăххăртах вилчĕ, çап- çамрăк. Вăл кăна мар, ыттисем те. Çирĕм çичĕ миллион çын вилнĕ теççĕ. Хĕрсем тата, хĕрсем! Хăшĕ-пĕри вунсаккăр та тултарманччĕ, вунçиччĕрех пуç хучĕç. Тен, эпĕ те, Антошин, эсĕ пулман пулсассăн, çавăнта выртса юлаттăм. Тавах Турра, пулăшрăн, çĕр чăтайми тав. Санăн ятна, Антошин, ĕмĕр чĕрере упрарăм, ĕмĕр асра, ĕмĕр чунра.
Çутă ерипен улшăнать. Хветура хыçĕнче
Антошин сержант мар, çар тумĕ тăхăннă Антоша тăрать.
А н т о ш а. Чылайранпа курман та, ватăлса кайнă эсĕ.
Х в е т у р а. Эпĕ халь мар, вунçиччĕрех шуралса лартăм. Пурнăç вăл уй урлă каçасси мар теççĕ, пирĕншĕн пурнăç уй урлă каçасси пулчĕ. Кам уй урлă каçрĕ — çавă сывă юлчĕ.
А н т о ш а. Кампа калаçатăн эсĕ?
Х в е т у р а. Кампа пултăр, санпа. Ытлашши пурăнтăм çĕр çинче, ан ятла. Саншăн та пурăнтăм пулмалла. Хăв пурăнса кураймарăн та, мана хăв пурнăçна парса хăвартăн. Пĕлетĕп-ха, лере кайма тур лашапах кĕтеççĕ, анчах вилме хăратăп: ман çылăх пур. Аван мар ку, хитре мар. Упăшкипе арăмĕн пĕрле пулмалла.
А н т о ш а. Тем калаçатăн. Эпир упăшкипе арăмĕ мар.
Х в е т у р а. Тĕрĕс. Çырăнса ĕлкĕреймерĕмĕр. Пĕрех хамăра Турă умĕнче упăшкипе арăмĕ тетĕп. Паян кунччен çав саманта, санăн сăнна, сан куçна, сан сассуна хам чĕрере упратăп. Часах Çĕнтерÿ кунĕ çитет. Кашни кун радиопа вăрçă юррисем параççĕ. Савăнмалла. Маншăн вара çав кун — уяв та, чи хурлăхлă кун та. Шăп та лăп Çĕнтерÿ кунне пуç хутăн.
А н т о ш а. Эпĕ вилмен, асанне! Эпĕ сывă, чĕрĕ!
Х в е т у р а. Кам асанне? Эпĕ-и? Эсĕ вара кам пултăн?
А н т о ш а. Асанне, вăран! Ку – эпĕ, санăн кĕçĕн мăнуку – Антоша.
Х в е т у р а /тăрать/. Антоша-и? Эсĕ-и? Турăçăм! /Çупăрлать./ Сывă, чĕрĕ, аманман! Пуçĕпех таврăнтăн-и? /Киленсе./ Ах, туру! Пăх-ха, каснă-лартнă мăн аслаçу. Йенерала çитмерĕн-и-ха?
А н т о ш а /йăрстах тÿрленет/. Çук, асанне, çитмен! Службăри тивĕçсене йĕркеллĕ пурнăçланăшăн вунă куна отпуска ячĕç. /Чыс парать./ Разрешите доложить, товарищ младший сержант.
Х в е т у р а. И-и, еплерех çавăрттарать. /Чыс парать./ Разрешаю.
А н т о ш а. Старший сержант Антошин Антон Антонович прибыл на побывку к любимой бабушке.
Х в е т у р а. Вольно. Малалла вулас...

Николай СИДОРОВ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.