«Вычет» тата ытти пирки — çĕнни

25 Пуш, 2016

Иртнĕ çулшăн тупăш çинчен пĕлтермелли черетлĕ деклараци кампанийĕ пынă май нумайăшне тупăша налук илмелли виçерен кăларассипе çыхăннă ыйтусем кăсăклантараççĕ. Чи малтанах çынсене «вычет» илессипе çыхăннă çĕнĕлĕхсем интереслентереççĕ.

Федерацин 2014 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче йышăннă 284-ФЗ ; саккунĕпе килĕшÿллĕн 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Налук кодексне 32-мĕш сыпăка, «Уйрăм çынсенчен илекен пурлăх налукĕсем» ятлăскере, кĕртнĕ. Улшăнусемпе паллаштарма Федерацин налук службин республикăри управленийĕн ертÿçинчен Марина Петровăран ыйтрăмăр. Вăл палăртнă тăрăх — çĕнĕ сыпăкра уйрăм çынсенчен илекен пурлăх налукне кадастр хакне е унчченхи пекех инвентаризаци хакне тĕпе хурса шутлассине палăртнă. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене суйласа илмелли право панă. Чăваш Республикин 2015 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче йышăннă 42-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен уйрăм çынсен пурлăхĕнчен илекен налука кадастр хакне тĕпе хурса тÿлемелле.

Ытти улшăнăва илес-тĕк — халĕ вĕçленмен строительство объекчĕсене те налук хураççĕ; налук базине коэффициента — дефлятора — тĕпе хурса палăртĕç. 2015 çулшăн вăл 1,147-пе танлашать. Унччен уйрăм çынсенчен илекен пурлăх налукĕ тĕлĕшпе çăмăллăха куçми пурлăхăн мĕнпур обĕекчĕ тĕлĕшпе панă, 2015 çултан вара объектсен çак кашни тĕсĕн 1 объекчĕшĕн çеç çăмăллăхпа усă курма май пур: хваттершĕн е пÿлĕмшĕн; пурăнмалли çуртшăн; пÿлĕмшĕн е сооруженишĕн; хуçалăх хуралтисемшĕн е сооруженисемшĕн; гаражшăн е машина вырăнĕшĕн.

Çăмăллăх памалли суйласа илнĕ объект çинчен налук инспекцине налук тапхăрĕнчи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕлтермелле. Çавнашкал уведомлени паман пулсан налук органĕ шутласа палăртнă налукăн чи пысăк виçипе пĕр объектшăн кăна çăмăллăх парĕ.

Çак çăмăллăхсемсĕр пуçне налук енĕпе паракан «вычета» пырса тивекен çĕнĕлĕхсем те пур: кашни хваттер тĕлĕшпе налук базине 20 тăваткал метрăн кадастр хакĕ чухлĕ чакарĕç; пÿлĕм тĕлĕшпе — 10 тăваткал метр; пурăнмалли çурт тĕлĕшпе — 50 тăваткал метр.

Марина Валерьяновна налук енĕпе паракан «вычетсен» переченĕ анлăланни пирки асăрхаттарчĕ. 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм çынсем хăйсен ирĕкĕпе пурнăçа страхланин килĕшĕвĕпе тÿленĕ страховани взносĕсен виçи чухлĕ социаллă «вычет» илме пултараççĕ. Услови пур: çак килĕшÿсем 5 çултан кая мар вăхăтлăха пулмалла. Тепĕр самант: 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ачашăн паракан «вычета» ĕç паракансем ĕçлекенĕн тупăшĕ 350 пин тенкĕрен иртиччен парĕç. Унччен лимит 280 пин тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех кăçалтан сипленнĕшĕн тата вĕреннĕшĕн паракан социаллă налук «вычечĕсене» те налук инспекцийĕ панă уведомленисене тĕпе хурса ĕç параканран илме пулать.

Унсăр пуçне пурăнмалли çурт-йĕр туяннипе çыхăннă пурлăх налук «вычетне» çулталăк пуçламăшĕнчен тытăнса ĕç параканран илме май пур. Аса илтерни вырăнлă: унччен «вычета» ĕçлекен çын бухгалтерирен ыйтнă уйăхран тытăнса тÿленĕ.

Автошкулта вĕреннипе çыхăннă социаллă налук «вычечĕ» пирки калас-тăк — вĕренÿ учрежденийĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлемелли тивĕçлĕ лицензи пулсан налук тÿлекен «вычета» пĕтĕмĕшле йĕркепе илме пултарать.

Налук саккунĕсем уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук тĕлĕшпе 5 йышши налук «вычечĕсене» çирĕплетнĕ /стандартлисем, социаллисем, пурлăхпа, профессипе тата инвестиципе çыхăннисем/. Çак «вычетсемпе» çыхăннă тĕплĕ информаци Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕн 23-мĕш сыпăкĕнче пур.

Николай ДМИТРИЕВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.