Вырăс каччи Тăрмăшра чăваш туйĕ кĕрлеттернĕ

18 Нарăс, 2020

Орелтан, Воронежран, Мускавран килнĕ хăнасене мĕн тĕлĕнтернĕ?
Чăвашсем мĕн авалтан юрлама юратнă. Илемлĕ юрă вĕсемшĕн чун йăпатмăшĕ пулнă. Ĕçленĕ чухне те, вăйăра та, улахра та, ĕçкĕ-çикĕре те юрланă. Паллах, кашни юрăрах халăхăн шухăш-кăмăлĕ, туйăмĕ палăрнă.

Урăхла пулма май çук

Тăвай районĕнчи Тăрмăш халăхĕ пирки те çавнах каламалла. Кунта кĕвĕ-çемĕпе, пултарулăхпа пурнăçне çыхăнтарнă çынсем пайтах çуралса ÿснĕ: Чăваш халăх артисчĕ Николай Дмитриев, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Иванов, республикипе паллă композиторсем Александр Васильев, Юрий Григорьев, Николай Казаков. Николай Суракин, Эдуард Табаев мусăкçăсен ячĕсем те Тăрмăшпах çыхăннă.
Питĕ илемлĕ вырăнта ларакан, ялта вун-вун çăл куçăн шăнкăртатса юхакан сиплĕ, асамлă шывне ĕçсе пурăнакан халăх чунпа ырă, ăс-хакăлпа пуян. Унашкал çынсем илеме туяççĕ, çут çанталăкпа пĕр чĕлхе тупаççĕ, кĕвĕ-çемĕ тĕнчине çывăх тăраççĕ. Çавăнпа ялти «Тăрмăш» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Елена Матросова асăнса тухнă çак пахалăхсемпе палăрса тăнинчен тĕлĕнмерĕм те темелле. Кунта урăхла пулма майĕ те çук.
Елена Николаевна 1981 çулта Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал уйрăмне /Зоя Андреевăн класне/ пĕтернĕ. Вĕрентекенĕ пĕлĕве консерваторире ÿстерме сĕннĕ. Анчах педагог ÿкĕте кĕртеймен пикене, вăл Тăрмăша таврăннă, культура çуртне ĕçе кĕнĕ. Ăсталăха И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче туптанă. Шăпа ăна шкула та илсе çитернĕ. Çав вăхăтрах культура çуртĕнче те ĕçленĕ вăл.

«Çăл куçран» — «Тăрмăш»

— Мĕн чухлĕ юрă-кĕвĕ чăваш халăхĕн! Вĕсенче тăвансемпе пĕрле пурăнасси, атте-аннене, ватăсене сума сăвасси, тăван çĕре хакласси яланах малти вырăнта. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен вĕçĕнче ялти клубра тĕлĕнмелле хор чăмăртаннă. Ăна Нил Казаков ертсе пынă. Çак хор 1954 çулта Мускавра Кремльте юрланă. Эпир те çÿресе курнă унта, — аса илчĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Матросова. — Кайран ăна Тăвая куçарчĕç. 2004 çулта культура çуртĕнче çĕнĕрен ĕçлеме пуçларăм. Шăпах çав вăхăтра чăмăртанчĕ те «Çăл куç» фольклор коллективĕ. Тĕрлĕ фестиваль-конкурса хутшăнма пуçларăмăр, унта та çавăн ятлă ушкăн пайтахчĕ. Чылай шухăшланă хыççăн ушкăна çĕнĕ ят — «Тăрмăш» — парас терĕмĕр. Ку ятпа нихăçан та, ниçта та çухалса каймăн. 2013 çул пуçламăшĕнче «Тăрмăш» çумне тепĕр хушма ят — «халăх коллективĕ» — хушăнчĕ. Йышра тепĕр чухне 30 çын та пулать. Шкул ачисем те, студентсем те, аслă ăрурисем те пур коллективра. Фольклор ушкăнĕпе ытларах хамăр енчи юрăсене юрлама тăрăшатпăр. Вĕсене пирĕн пĕлмелле, çамрăксене вĕрентсе хăвармалла. Инçете çула тухнă чухне, тĕпрен илсен, 18-ăн пулатпăр. Транспорт хамăрăн çук, ăна тара илме нухрат кирлĕ. Спонсорсем пулăшаççĕ. Хамăр та май килнĕ таран тăрăшатпăр: ялти туйсене илемлетме хăтшăнатпăр. Капăр тум тăхăнса хĕр илме кайнинчен пуçласа чăваш туйне пĕтĕмпех кăтартса паратпăр. Туй матки — туй илемĕ. Çапла кăштах ĕçлесе илетпĕр. Ялти сумлă ватăсене юбилейпе, ытти пулăмпа саламлама хутшăнатпăр. Паллах, тÿлевсĕр, ытларах чухне хамăртан парне те паратпăр.

Самарта, Шупашкарта…

Çак тапхăрта «Тăрмăш» районти пур ялта та пулса курнă темелле, Канаш, Вăрмар, Йĕпреç районĕсене çитсе килнĕ. Шупашкарта темиçе фестиваль-конкурса хутшăннă. Çавăн пекех Чĕмпĕр, Самар облаçĕсенче, Тутарстанра йăхташсене халăх юррисемпе тыткăнланă. Çитĕнÿ, награда темĕн чухлĕ: Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕн /2009/, халăх пултарулăхĕн «Çĕнтерÿ салючĕ» республика фестивалĕн /2010/, халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕн /2011/, «Иксĕлми çăл куçсем» республика радиоконкурсĕн /2012/, вăрçă вăхăтĕнчи халăх юррисене юрлакансен «Алăкран тухрăм, ай, тайăлтăм…» республика фестивалĕн /2015/ тата ытти конкурс дипломĕсем.
Икĕ çул каялла Елена Матросова ертсе пыракан коллектив Самарта иртнĕ «Кĕр сăри» фольклор фестивалĕнче палăрнă. Ун çинчен акă мĕн пĕлтерчĕ вăл: «Пирĕн маçтăрсем, фольклор ушкăнĕн хастар артисчĕсем хăйсен юррисемпе хаваслансах паллаштарчĕç. Фестивальте наци апат-çимĕçĕпе ал ăстисен куравĕсем те пулчĕç. Курма пынисемпе жюри членĕсем Венера Николаевăн тĕрри-эрешĕпе, чăваш тумĕллĕ пуканисемпе уйрăмах кăсăкланчĕç. Тăвайсен сĕтелĕ те пуян пулчĕ. Татьяна Ялугина кăмакара пăшăхланă хур, Галина Табаева чăкăтпа пÿремеч, Елена Иванова сÿтĕнпе вĕтĕ кукăль, Нина Семенова çăмарта хăпартни, кукăль, Николай Петров сысна хырăмлăхĕнчен хатĕрленĕ çавăрмăш тата ытти илсе пынăччĕ. Самарсем пире ырă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатрĕç».

Туслă пысăк йыш

«Тăрмăша» Лачкассинчен виççĕн çÿреççĕ: Нина Звонарева, Зоя Семенова тата Венера Николаева. Вĕсем юрра-ташша юратнисĕр пуçне ал ăстисем те. Виçĕ çухрăм çурă çуран утма ÿркенмеççĕ. Çакă хĕрарăмсене пĕрре те хăратмасть. Тăван йăла-йĕркене, культурăна, кĕвве-çемме юратни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать.
Тăрмăшри Светлана Спиридонова хĕр чухне «Нарспи» спектакльти Нарспи, «Ялти» драмăри Елюк ролĕсене вылянă, паян фольклор фестивалĕсене хастар хутшăнать. Унăн чун тĕпренчĕкĕ икĕ çултанпа — сусăр. Тухтăрсем вăл виççе çитессе те шантарман, пике паян, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхне, юратăвне пула, 21 çула çитнĕ. Пуканене Турра пăхнă пек пăхаççĕ. Мăшăрĕ Вадим Владимирович арăмне пулăшас тесе тем тума та хатĕр. Килти ĕçсенчен пушансанах арăмне халăх фольклор ушкăнне ăсатать. «Кантăр, юрласа чунне йăпаттăр», — тет.
Нина Семенова тĕрлĕ алă ĕç тума маçтăр, унсăр пуçне купăс калама ăста. Сасси вăйлă, уçă, авалхи юрăсене, ташăсене тупса ыттисене вĕрентет. Малтанхи вăхăтра шăпах вăл çĕлесе тумлантарнă коллектива, каярахпа тухья, хушпу, ытти япала ăсталама Венера Николаева та пуçăннă. Аркадий Антонов Çĕпĕрте ĕçленĕ хыççăн тăван ялне таврăннă, фольклор коллективне çул тытнă. Унăн ашшĕ те уçă саслă пулнă, халăх хорĕнче юрланă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.