Ял-йыш нуша нумай курчĕ

6 Нарăс, 2015

Чĕрĕк ĕмĕрте агропромра пысăк улшăну пулса иртрĕ. Унччен колхоз-совхоз, патшалăхăн вĕренÿ-производство хуçалăхĕсем, вăрлăх хатĕрлекен, хăмла çитĕнтерекен, ăратлă выльăх ĕрчетекен предприятийĕсем тĕпреччĕ. 1990 çулсенче тĕрлĕ харпăрлăх организацийĕсем вăй илчĕç. Ял мĕнле çулпа кайрĕ-ха? Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн этнологипе социологи пайĕн ертсе пыракан сотрудникĕ Иван ИЛЬИН хуравлать.

- Эсĕ асăннă тытăмсем саланса вак предприятисем йĕркеленчĕç, - терĕ Иван Егорович. - Ял-йышăн пĕчĕк пайне çеç ĕçпе тивĕçтерчĕç. Нумайăшĕ валли вырăн пулмарĕ. Сĕтел çинче куллен çăкăр-тăвар кирлĕ, тумланмалла, çурт-йĕр тумалла, юсамалла, ачасене вĕрентмелле - вун-вун ыйту капланчĕ. Çынсем патшалăха шанмарĕç. Пĕрисем - ютра, теприсем килти хуçалăхра тăрăшса укçа турĕç. Çапла пурнăçа сыпăнтарчĕç, нуша нумай курчĕç.

- Килти хуçалăхсем мĕн тÿснине аса илер-ха? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.