Ялан асра пулмалла

10 Раштав, 2014

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 208 пин чăваш çапăçнă. Вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ каялла тăван тăрăха таврăнайман. Паян республикăра çав юнлă вăрçа хутшăннă 31 пин çын пурăнать. Пирĕн пуласлăхшăн кĕрешсе пуç хунă салтаксен ятне асра хăварас, чĕрĕ юлнисене пулăшас тесен тата мĕн тумалла? Çакăн çинчен калаçнă та Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Шупашкарта ирттернĕ канашлура. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Иван Моторин премьер-министр, район администрацийĕсен ертÿçисем, ытти яваплă çынсем хутшăннă.

Юбилейлă Çĕнтерÿ кунне ?фашистсене çапса аркатнăранпа 70 çул çитет% хатĕрленсе ирттерме çĕршывра йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Регионсенче унпа килĕшÿллĕн мероприятисен планне йĕркеленĕ. "Плансем пурри, документсем хатĕрлени - пĕр ĕç, анчах пирĕн пĕр çынна та тимлĕхсĕр хăварас марччĕ. Фронт, тыл ветеранĕсем, инвалидсем валли мĕн кирлине йăлтах тумалла", - аса илтернĕ Михаил Бабич.

Ÿссе çитĕнекен ăрăва аслашшĕ-кукашшĕсен паттăрлăхĕпе паллаштарасси, вăрçă историне тÿнтерлетсе, суйса каланине хирĕç тăрасси те пĕлтерĕшлине палăртнă. Юлашки тĕслĕх сайра мар тĕл пулать.

Иван Моторин республикăра уява хатĕрленнипе паллаштарнă. Вăрçă ветеранĕсен, вĕсен çемйисен пурнăç условийĕсене лайăхлатас, палăксене тата хÿтĕлевçĕсене халалласа йĕркеленĕ вырăнсене ?пĕтĕмпе вĕсем 1026% юсаса типтерлес ĕçсем яланхиллех пурнăçланаççĕ. Ветерансен сывлăхне çирĕплетмелли пирки те манмаççĕ. 27 учрежденире вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ. Уйăхсерен çав учрежденисенче ветерансене 9 пин тĕрлĕ пулăшу кÿреççĕ.

2010-2014 çулсенче пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме 6449 ветерана шута илнĕ, вĕсенчен 5539-ăшне хваттер туянма е çурт лартма пулăшнă.

Михаил Игнатьев çамрăксене патриотла воспитани парас ĕç мĕнле пынипе кăмăллине, ку енпе малашне тата харсăртарах тăрăшмаллине палăртнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.