Йăлари каяш ыйтăвĕ калаçтарать

Тÿлемесен шыраса илĕç

Йăлари каяшсене илсе тухассипе çыхăннă тÿлевсем. Çак тема ялта та, хулара та чи калаçтаракан ыйту пулса тăчĕ. Тăвай районĕнчи Чутейрен те çакăн пиркиех çыру килчĕ, вăл пирĕн хаçатăн иртнĕ номерĕнче пичетленчĕ. Унта хускатнă ыйтусене малалла тишкеретпĕр. Вĕсене «Эконцентр» МВК генеральнăй директорĕ Виктор Лагуновский хуравлать.
Коммуналлă хытă каяшсене пухса тирпейленĕшĕн тÿлемесен пире мĕн кĕтет?
Вăхăтра тÿлемесен регион операторĕ парăма таттарас тĕллевпе коммуналлă каяш хуçисене суда пама пултарать. Суд парăма кăна мар, пение, патшалăх пошлинине /200 тенкĕ/ тÿлесе татма йышăнĕ.
Регион операторне тÿлеменшĕн пенси укçинчен тытса юлма пултараççĕ теççĕ. Тĕрĕсех-и?
Коммуналлă хытă каяшсене пухса тирпейленĕшĕн тÿлеменшĕн пуçарнă ĕçе суд пăхса тухать, хушу хатĕрлет. Регион операторĕ документсене суд приставĕсем патне ярса пама тивĕç. Пристав суд йышăнăвне пурнăçлаттаратех: пурлăхне арестлеме те, шалуран, ытти тÿлеврен те тытса юлма пултарать.

Утă уйăхĕнчен чакас шанăç пур

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвĕнче те хытă каяшсен ыйтăвĕ тавра калаçнă.
Юпа уйăхĕшĕн тÿлевсен 40% кăна, 33 миллион тенкĕ, пухнă. «Экоцентр» гендиректорĕ Виктор Лагуновский çак виçене ÿстерсе пырассине çирĕплетнĕ-ха, анчах çакнашкал ĕç тивĕçтерменнине республика ертÿçи Михаил Игнатьев пайăррăн палăртнă: «Капла ĕçлесен эсир тăкаксене мĕнле саплаштарасшăн, каяшсене турттаракан транспорт предприятийĕсене мĕнпе тÿлесшĕн?»
Ун шучĕпе, халăхра ыйту нумай, анчах хуравĕсем çук. Регион операторĕ вĕсене хуравлама та васкамасть. Тепĕр тесен, кăмăлсăрлăх ун тĕлĕшпе кăна та мар. Сăмахран, каяшсемшĕн укçа хывнă чух комисси тÿлевĕ пысăкки. Перекет банкĕ урлă тÿлесен — 20, почта урлă — 10 тенкĕ. Çапла вара хваттерте е çуртра пĕр çын пурăнать пулсан унăн 74 тенкĕ укçа куçарас тесен тата 20 тенкĕ тăкакламалла. «Аплă тăк уншăн хайхи тариф 94 тенке кайса ларать!» — кăмăлсăрланнă республика Пуçлăхĕ.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев хăйĕн тĕслĕхне илсе кăтартнă: «Хулара пурăнатăп, ялта çурт пур — пĕр çын ячĕпе икĕ квитанци килет, икĕ хут тÿлемелле пулса тухать-и?» Тариф службин ертÿçи Марина Кадилова каланă тăрăх, кунашкал тĕслĕхсенче çыннăн хулара пурăннине, ялта пурăнманнине ĕнентерекен справкăсем илмелле — ыйту татăлĕ.
Сăмах май, çитес çул каяшсемшĕн тÿлемелли виçе икĕ тапхăрпа ÿсет. Марина Кадилова татăклă цифрăсем те пĕлтернĕ: халь пĕр çыншăн 74,44 тенкĕ тÿлемелле, кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вара тариф 75,7 тенкĕпе, утă уйăхĕнчен 76,9 тенкĕпе танлашĕ. Чăн та, ял çыннисен нормативне чакарма пултарассине те палăртнă – утă уйăхĕнчен вĕсен тÿлевĕ 25% таран пĕчĕкленессе кĕтме пулать. Михаил Игнатьев та çапла туни вырăнлă тесе шутлать, мĕншĕн тесен ялта каяшсен калăпăшĕ пĕчĕкрех.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.