Ялта спорт аталанать

25 Юпа, 2019

Паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Бюджет, финанс тата налук комитечĕн членĕсем Çĕрпÿ районĕнчи ялсенчи шкулсенче вĕрентÿ организацийĕсене "Вĕрентÿ" наци проекчĕн "Кашни ачан çитĕнĕвĕ" регион проекчĕпе килĕшÿллĕн 2019 çулта  уйăрнă укçа-тенкĕпе физкультура тата спорт мероприятийĕсене ирттерме туса хунă условисемпе паллашаççĕ.

Чиричкасси вăтам шкулĕнче бюджет укçи-тенкипе спорт залне юсаса çĕнетнĕ, хывăнса тăхăнмалли, çăвăнмалли пÿлĕмсем уçнă. Çавăн пекех кунта авăн уйăхĕнче "Шахмат шкулĕ" ĕçлеме пуçланă. Эрнере пĕр хутчен иртекен уроксенче 4-мĕш класс ачисем шахмат вăййин вăртăнлăхĕсене алла илеççĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Сăн ÿкерчĕкĕсем (1)

Сăн ÿкерчĕкĕсем (2)

Комментари хушас