Янаварсемшĕн яваплăха туйса

Сар хĕвеллĕ ăшă кун ял мĕнле сывланине кунта пурăнакан кашни çын чунпа туять. Кăçал утă вăхăчĕ тĕлне çанталăк ял ĕçченĕ майлă пулчĕ. Выльăх-чĕрлĕх усраканшăн мĕн тери пĕлтерĕшлĕ тапхăр-çке — утăçи. Выльăх тенĕрен, ялсенче вĕсен сывлăхне тĕрĕслесе тăракансем хисепре.

Ураскилт хутлăхĕнчи ветеринарсем — виççĕн вĕсем пурĕ — хăйсен участокĕнчи ĕçсене вăхăтра йĕркелесе пыраççĕ. Чĕлхесĕр янаварсене тимлĕ сăнаса тăмашкăн тивнĕрен канлĕх пачах çук вĕсен. Çĕпĕр язви лекесрен, уртаракан чир-чĕр çулăхасран килти выльăха, йытă-кушака сыхласах тăмаллине асра тытакансем ĕçре палăртнă вăхăта шута илсе кăна тытăнса тăмаççĕ, талăкăн кирек хăш самантĕнче те пулăшу кĕтекен хуçалăха çитме васкаççĕ.
Лилия Калмыкова Ураскилтри ветеринари участокĕнче 1998 çултанпа ĕçлет. Ачаранах выльăх-чĕрлĕхе юратнăскер Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕнĕ. Çавăнта паллашнă та Лилия Николаевна пулас мăшăрĕпе Геннадий Анатольевичпа. Çамрăксем хулара та ĕç тупма пултарнă паллах, апла пулин те чунпа ялалла туртăннă. «Тăван кĕтес, атте-анне, тăвансем — çак хаклăхсене кура яла килĕтĕмĕр», — шухăшне пĕлтерет Геннадий Калмыков.
Çак участокрах Любовь Шленская хăйĕн ĕçне чунпа парăнса пурнăçласа пырать. Вĕсем тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса ĕçленĕрен ял халăхĕ кăмăллă.
Элĕкри ветеринари службин станцийĕн ертÿçи Валерий Афанасьев районта ĕç условийĕсем лайăхланса пынине çирĕплетет. «Пурнăç улшăннă май йывăрлăхсене сирме майсем нумайланаççĕ. Паллах, ĕç условийĕсене лайăхлатасси ĕçлекенсен хăйсен пуçарулăхĕнчен те килет», — терĕ Валерий Михайлович.
Ураскилтри ветеринарсем шанчăклă профессионалсем пулнине, вĕсен ĕçĕпе кăмăллине палăртрĕ вăл. Сăмах май, Ураскилтри ветеринари участокĕ выльăх-чĕрлĕх шучĕпе — районта чи пысăкки. Малалла вулас...
 

Роза КАЛМЫКОВА, Элĕк районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.