Яппуна какай шÿрпи килĕшнĕ

7 Авăн, 2017

«Ют çĕршыв çыннине качча тухса урăх патшалăхра пурăнма-и? Ку — ман пирки мар», — çапла пĕрре мар каланă Марианна Вашурова юлташĕсене. Унăн чунне çывăх Шупашкар хулинчен ниçта та каяс килмен. Анчах хĕрĕн пурнăçĕ пач урăхла çаврăнса тухнă. Марианна Китайри Шанхай хулинче 8 çул кун кунлать ĕнтĕ. Вăл яппун каччипе Кохеи Ямамотопа çемье çавăрнă.

Хытă калаçаççĕ тата йăл кулаççĕ

— Шкул хыççăн Шупашкарти культура училищине хореографа вĕренме кĕтĕм. Пĕр вăхăт тĕп хулара пурăннă хыççăн Японие контракт мелĕпе ĕçлеме кайма шухăш çуралчĕ. Унта хĕр туспа çул тытрăмăр. Эпĕ, ял хĕрĕ, хулара хваттер туянма ĕмĕтленеттĕм. Çавăнпа укçа ĕçлесе илес тесе ют тăрăха кайрăм. Унти шалу, пурăннăшăн укçа тÿлемелле марри илĕртрĕ. Японие пĕр хăрамасăрах çул тытрăмăр. Унти халăх питĕ ырă кăмăллă. Тусăмпа тĕрлĕ мероприятире ташлаттăмăр, яппун чĕлхине вĕренеттĕмĕр. Эпĕ çак чĕлхепе çырма-вулама пĕлместĕп, анчах калаçатăп, — каласа кăтартрĕ Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕнче çуралса ÿснĕ Марианна. Японирен таврăнсан чăваш хĕрĕ каллех ют çĕршыва тухса кайнă. Хальхинче — Китайри Шанхай хулине. Унта вĕсем темиçен çул тытнă. Китай çыннисем тарават пулни Марианнăна питĕ тĕлĕнтернĕ.

— Кашниех ют çĕршыври пурнăç пирĕннинчен уйрăлса тăрать тесе шухăшлать. Культура çеç урăхла, ытти вара çавах: çынсем ĕçе çÿреççĕ, пушă вăхăтра кафе-хупаха çул тытаççĕ. Китай çыннисем питĕ хытă калаçаççĕ тата яланах йăл кулаççĕ. Унти халăх йăла-йĕркене çирĕп тытса пы-рать. Вĕсем кăнттаммăн калаçмаççĕ. Лавккана кĕрсен, сăмахран, чупса пыраççĕ — пуç çапманни кăна. Вĕсем кирек хăçан та — сывлăх сунаççĕ-и, сыв пуллашаççĕ-и — пуç таяççĕ. Ку çынна хисепленине пĕлтерет. Каçару ыйтнă чухне куçран пăхмаççĕ — намăсланнипе пуçа пĕкеççĕ. Китайла пĕлменрен сутуçа мĕн кирлине алăпа хăлаçлана-хăлаçлана ăнлантарма тивет. Куншăн ÿпкелешмеççĕ вĕсем, — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.