Ярăнас тесен çунине те туртмалла

Çак чăнлăха эпир мĕн ачаран ăша хывса çитĕнетпĕр. Пĕтĕмпех çыхăнура: хăтлă, ăшă çуртра ыр курса пурăнас тăк ăна туса лартни çеç çителĕксĕр, пăхса тăмалла, çутăшăн, ăшăшăн вăхăтра тÿлемелле. Анчах та çакна пĕлсе тăрсах урăхла хăтланакансем, хăйсен ырлăхĕшĕн çеç тăрăшакансем те çук мар-ха.

Шăпах çак çивĕч ыйтусемпе çыхăннă самантсем пирки калаçрĕ те тулли мар яваплă «Газпром межрегионгаз Шупашкар», «Газпром газораспределение Шупашкар» обществăсен генеральнăй директорĕ Кияметдин Садыртдинович Мифтахутдинов журналистсем валли ирттернĕ пресс-конференцире. 

— Кăçал çу ăшă, хĕвеллĕ пулчĕ, çавăнпа ял-хула çыннисем кил-çурта хутса ăшăтасси пирки чылай вăхăта манса кайрĕç. Акă юпа уйăхĕ çитсе тăчĕ, çавăнпа пĕрлех — кĕрхи çумăрсемпе сивĕ кунсем те, — терĕ Кияметдин Садыртдинович. — Газ хуçалăхне 2018-2019 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи тапхăра хатĕрлесе тĕрлĕ пысăк ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Паян Чăваш Енри газ хуçалăхĕ хăй тĕллĕн ĕçлекен пысăк отрасль тенĕ пулăттăм, вăл 14743 километра тăсăлакан газопровода, çут çанталăк газĕпе усă куракан, хутса ăшăтакан 485 пин хваттере тата çурта, çавăн пекех 7561 промышленноç, ял хуçалăх, коммуналлă хуçалăх тата йăла предприятийĕсене, 595 производство котельнăйĕсене тата ыттине пăхса тăрать.
Кĕрхи-хĕллехи çĕнĕ тапхăра хатĕрленсе ирттерме 175 миллион тенкĕ тăкакларăмăр. Çав укçапа газ пăрăхĕсемпе çурт-йĕре юсама, автотранспорт, техника, ытти хатĕр туянма, газ хуçалăхĕн объекчĕсене реконструкцилеме, çĕннисене тума тата ытти ĕçе пурнăçлама усă куртăмăр. Апла пулин те ĕçе малалла хăвăрт аталанса пыма чăрмантаракан самантсем те çук мар-ха. Мĕн-ши вăл?

Вăхăтра тÿлемесен…

Газпа усă курнăшăн вăхăтра тÿлеменни. Кияметдин Садыртдинович çакăн пек кăтартусем илсе кăтартрĕ: 2018 çулхи сакăр уйăхра регионти потребительсене 7578,1 миллион текĕлĕх çут çанталăк газĕпе тивĕçтернĕ.
Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăхăтра тÿлемен дебитор парăмĕ 2227,1 миллион тенкĕ. Иртнĕ çулхи хутса ăшăтмалли тапхăрта вăл /2017 çулхи юпа – 2018 çулхи ака/ 590,7 миллион тенкĕ чухлĕ ÿснĕ.
Камсен парăмĕ уйрăмах пысăк-ха? 65,1 проценчĕ — ăшăпа тивĕçтерекен организацисен. Вĕсен дебитор парăмĕ /муниципалитет валли кирлипе тунă килĕшÿ/ 1468,5 миллион тенкĕ чухлĕ, вĕсенчен 1450,3 миллион тенки — вăхăтра тÿлеменни. Çак кăтарту 2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕпе танлаштарсан 403,9 миллион тенкĕ чухлĕ /38,6 процент/ пысăкрах. Технологи ыйтăвĕсене тивĕçтерме тунă килĕшÿ тăрăх дебитор парăмĕ 569,4 миллион тенкĕ, вĕсенчен вăхăтра тÿлеменни — 564,6 миллион тенкĕ.

Парăмçăсем

2017-2018 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăрта республикăри районсемпе хуласене çут çанталăк газĕпе 1692,6 миллион тенкĕлĕх тивĕçтернĕ, муниципалитетсем 1089 миллион тенкĕ /64,3 процент/ тÿленĕ. Çапла вара, хутса ăшăтмалли иртнĕ тапхăрта вăхăтра тÿлемен парăм 603,5 миллион тенкĕ чухлĕ ÿснĕ.
Кияметдин Садыртдинович палăртнă тăрăх, Улатăр, Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Елчĕк, Тăвай районĕсен вăхăтра тÿлемен парăмсем çук.
Лару-тăру ку енĕпе хăш муниципалитетра уйрăмах йывăр-ши? Муниципалитет ыйтăвĕсене тивĕçтерме уйăрса паракан кăвак çулăмшăн Вăрнар районĕ кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 19,9 миллион тенкĕ тÿлесе татман, çак кăтарту ун умĕнхи тапхăртан 6,7 процент чухлĕ пысăкрах. Чи пы-сăк парăм — Вăрнар хула тăрăхĕн — 19,3 миллион тенкĕ.
Куславкка районĕн те парăмĕ пĕчĕк мар — 21,4 миллион тенкĕ. Тĕп парăмçă — «Теплоснаб» организаци. Сĕнтĕрвăрри районĕ 22,5 миллион тенкĕ тÿлесе татман, тĕп парăмçă — «Теплоэнерго» организаци, вăл 20,6 миллион тенкĕ тÿлемелле. Пăрачкавсем те газшăн 4,5 миллион тенкĕ вăхăтра тÿлемен. Каялла туртакансем — Пăрачкав ял тăрăхĕ /2,1 миллион тенкĕ/ тата районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ /2,4 миллион тенкĕ/.
Шупашкар районĕ пирки Кияметдин Мифтахутдинов уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Районти Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи лару-тăру пирки хăй вăхăтĕнче телекуравпа та кăтартнăччĕ. Атайкасси ял тăрăхĕ те парăмçăсен шутĕнче. Çапла вара икĕ ял тăрăхĕн кăна вăхăтра тÿлемен парăм 5,5 миллион тенке çитнĕ. Ял çыннисем çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн укçа тÿлетпĕр теççĕ, анчах парăм ÿснĕçем ÿссе пырать.
Канаш, Улатăр хулисен те парăмсем пур. Çĕмĕрле те вĕсенчен юлмасть, тĕрĕссипе, малта пырать. Муниципалитет енĕпе усă курнă газшăн вăхăтра тÿлемен парăм 184,4 миллиона çитнĕ. Çак кăтарту, иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан, 29,6 миллион тенкĕ /19,2 процент/ чухлĕ пысăкланнă. Парăмçă — «Теплоэнерго» МУП.
Шупашкар пирки мĕн каламалла-ха? Тĕп хулара муниципалитет нушисем валли уйăракан газшăн вăхăтра тÿлемен парăм уйрăмах пысăк. Куншăн кам айăплă-ши? «Коммуналлă технологисем» организаци, унăн вăраха тăсăлнă парăмĕ иртнĕ çулхинчен 65 процент чухлĕ ÿснĕ, 1,7 миллиард тенкĕрен иртнĕ.
Халăх вăхăтра тÿлет-и? Пысăк пайĕ яваплăха туйса пурăнать, çапах та парăма кĕнисем те пур-ха. Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăхăн дебитор парăмĕ 106,1 миллион тенкĕпе танлашать. Вĕсенчен 76,9 миллион тенки — вăраха тăсăлнă парăм.

Право хуралĕсем пулăшаççĕ

Йывăр лару-тăруран «Газпром межрегионгаз Шупашкар» общество мĕнле майпа тухать-ха? Çивĕч çак ыйтăва право хуралĕн органĕсен ĕçченĕсемпе пĕрле татса пама тивет. Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче 1703 ĕçе суда пăхса тухма тăратнă. Суд йышăнăвĕпе 612 абонент 3,2 миллион тенкĕ тÿленĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра обществăн 2796 парăмçă-абонента газ парса тăмашкăн чарăнма тивнĕ, çакскерсенчен 50 проценчĕ парăма татнă, кăвак çулăмпа усă курма пуçланă.
«Газпром межрегионгаз Шупашкар» общество ыйтнипе ЧР прокуратури управляющи компанисем хваттерсене, çуртсене хутса ăшăтнăшăн тата вĕри шывшăн халăхран пуçтарнă укçапа тĕллевлĕ усă курман тĕслĕхсене тупса палăртнă. Вĕсен ертÿçисен /тĕп хулари «Сфера», «Ниди», «Теплый дом» УКсем/ тĕлĕшĕпе уголовлă ĕçсем пуçарнă. Уголовлă ĕçсем çавăн пекех «Коммуналлă технологисем», Сĕнтĕрвăрринчи «Теплоэнерго» обществăсем, Улатăрти «Алатырское ПОК и ТС» организаци тĕлĕшĕпе те пуçарма тивнĕ. Хальхи вăхăтра çав ĕçсемпе следстви мероприятийĕсем ирттереççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.