Йĕлтĕрçĕсем сивĕрен хăрамаççĕ

28 Кăрлач, 2014

Канмалли кунсенче çанталăк сивĕ тăчĕ, çапах та спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем йĕлтĕр çине тăма шикленмен. Ветерансем тата çемьесем Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртусене хутшăннă.

Спорт çемйисен хушшинче иртнĕ турнира Михаил Игнатьев тата унăн мăшăрĕпе ывăлĕ хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ старта тухакан ашшĕ-амăшне ачисене спорта юратма вĕрентсе ÿстернĕшĕн тав тунă. «Спортпа туслă çын вăйлă та хастар, пур йывăрлăха та çĕнтерме пултарать. Çавăнпа кашнин ачаранах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла. Сывă ÿтре - сывă чун тенине яланах асра тытасчĕ», - палăртнă Михаил Васильевич.

Ăмăртура пурĕ 23 çемье тупăшнă. Чи малтан старта ачасем тухнă, вĕсем 500 метр чупнă, унтан амăшĕсем 1000 метрлă дистанцие парăнтарнă, ашшĕсем - 2 çухрăма. Пĕрремĕш ушкăнра финиша чи малтан Шупашкарти Ишуткинсем, Васильевсем тата Красновсем çитнĕ. Тепĕр ушкăнра Çĕнĕ Шупашкарти Васильевсемпе Маркидановсем тата Шăмăршăри Антоновсем пуринчен те пултаруллăрах пулнă. Виççĕмĕш ушкăнра тăватă çынран тăракан çемьесем вăй виçнĕ. Унта иртнĕ çулхи çĕнтерÿçĕсем - Трак тăрăхĕнчи Кусковсем - пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Иккĕмĕш вырăнта - пĕлтĕр хĕллехи ял спорт вăййисенче палăрнă Мусьтаковсем /Йĕпреç районĕ/.

Ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнче йĕлтĕр çине 120 ытла спортсмен тăнă. Яшсемпе хĕрсем, арçынсемпе хĕрарăмсем, ветерансем медальсен 12 комплекчĕшĕн тупăшнă. Хăйсен ушкăнĕсенче Шупашкар районĕнчи Джамилия Барановăпа Николай Федоров, Шупашкарти Наталия Кузьминапа Александр Антонов, Канашри Сергей Павлов, Куславкка районĕнчи Юрий Мануйлов тата ыттисем палăрнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене республика Пуçлăхĕн парнисемпе, Чăваш Ен сиволикиллĕ сехетсемпе чысланă.

А.МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.