Ÿксе аманнăшăн — компенсаци

27 Кăрлач, 2020

Шупашкарта пурăнакан хĕрарăм пăрлак çул çинче шуçса ÿксе аманнăшăн ЖКХ управленийĕнчен 78,8 пин тенкĕ шыраса илет.

Калинин районĕн сучĕ пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăм раштав уйăхĕнче «Дорисс парк» чарăну патĕнче ÿксе аллине хуçнă. Вăл «Дорэкс» общество тата ЖКХ управлени тĕлĕшпе тавăç çырнă. Анчах вĕсем иккĕшĕ те хăйсен айăпне йышăнман. Суд палăртнă: ЖКХ управленийĕ çулсене тивĕçлĕ пăхса тăман. Организацие хĕрарăма 78,8 пин тенкĕ тÿлемешкĕн явап хунă. Вăл шутра 70 пин тенкĕ — кăмăл-сипет тĕлĕнчен шар кăтартнăшăн, 6,1 пин тенкĕ — сипленсе тăкакланнăшăн, 2,7 тенкĕ — ĕçлейменнине пула тупăша çухатнăшăн.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. https://www.obltv.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас