Ылтăн медале тивĕçнĕ пике вĕрентекенĕсене тав тăвать

30 Çу, 2019

Паян ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев "Ҫамрӑк профессионалсем" наци чемпионачӗн финалне хутшӑннисемпе тӗл пулчӗ.

Командӑсен хушшинче Чӑваш Республикин команди 16-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн хастарсем 14 компетенцире ӑмӑртнӑ. Пӗтӗмпе ҫӗршывӑмӑрӑн 82 регион ушкӑнӗ тупӑшнӑ. Чӑваш Ен командин пухматӗнче пӗр ылтӑн медаль. Ӑна Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн студенчӗ София Афанасьева ҫӗнсе илнӗ. "Мана вӗрентекенсене тав тӑватӑп", - терӗ пике. "Эсир, ҫӗнтерӳҫӗсем, тантӑшӑрсене хӑвӑр хыҫҫӑн туртатӑр. Вӗсем сирӗнтен тӗслӗх илеҫҫӗ", - терӗ Михаил Васильевич тӗлпулӑва хутшӑнакансене.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас