Ырă сунса кĕтетпĕр!

19 Чÿк, 2018

Çитес кунсенче республикăра хăнасем йышлă пулаççĕ — сумлă мероприятисем иртмелле. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура вĕсене йĕркелес ыйтусене те тишкерчĕç.

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Регионсен пĕрлехи «Ăнăçлă бизнес стратегийĕпе практики» форумĕ иртет. Йăлана кĕнĕскере Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне тата Европăри пахалăх эрнине халалланă. Чÿк уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче РФ Центросоюзĕн канашĕ Чăваш Енре хăйĕн анлă ларăвне ирттерме палăртнă. Потребкооперацин тĕрлĕ регионтан пухăнакан представителĕсем республикăри темиçе районти ĕçсемпе паллашĕç, халăхран продукцие сутăн илессипе, пĕчĕк йыш пурăнакан ялсенче мобильнăй суту-илÿ йĕркелессипе, ыттипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явĕç. Эрнекун «Коопераци – ял аталанăвĕн никĕсĕ» темăна коопераци институтĕнче тишкерме Алексей Гордеев вице-премьер килессе кĕтеççĕ.

Культурăри пысăк пулăм — Пĕтĕм тĕнчери М.Д.Михайлов ячĕллĕ опера фестивалĕ. Вăл чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче уçăлать. Икĕ эрнене яхăн пыраканскерĕн программинче — паллă оперăсем: «Дон Паскуале», «Отелло», «Севильский цирюльник»… Бассен концерчĕ те интереслĕ пулмалла. Итали, Китай, Азербайджан тата хамăрăн çĕршывăн паллă сцена ăстисем хăйсен сассисемпе савăнтарĕç. Культура министрĕн заместителĕ Анатолий Тимофеев ку хутĕнче унчченхи йăлана тавăрассине çирĕплетрĕ. Хăнасем Максим Дормидонтович çуралнă тăрăхра та пулĕç. Мухтавлă юрăçăн тăван ялне Кольцовкăна çитсе пуç тайĕç, Вăрнарта концерт та пулать. Фестиваль раштавăн 2-мĕшĕнчи гала-концертпа вĕçленĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас