Ыраш, йĕтĕн, ясмăк – чăваш юратнă культурăсем

8 Çу, 2020

Паян, тĕрлĕ инфекци, чир-чĕр сарăлнă вăхăтра, çынсем таса апат-çимĕç çиесшĕн, таса шыв ĕçесшĕн. Çав вăхăтрах иммунитета çирĕплетесшĕн. Сывлăхшăн усăллă çимĕç туса илес тесен несĕлĕмĕрсем çĕр çинче мĕнле культурăсем ÿстернине аса илмелле, çак ĕçе вĕсем мĕнле йĕркеленине тĕпчемелле. Çапла тăваççĕ те Пăрачкаври Александрпа Екатерина Гарфельдсем. Вĕсем «Эко Продукт» организаци йĕркеленĕ.
Александр Борисович Самар хулинче çуралса ÿснĕ. Агробизнес, экономика енĕпе пĕлÿ илнĕ хыççăн çĕршывĕпе паллă агрохолдингра вăй хунă, ертÿçе çитнĕ, Раççейри тĕрлĕ хулара пулса курнă. «Çапла мăшăрăмпа Екатерина Гавриловнăпа çĕр çинче ĕçлеме пуçлас терĕмĕр. Каласа хăвармалла: арăм Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пăрачкав районĕнче çĕр туянтăмăр, «Эко Продукт» фирма йĕркелерĕмĕр. Паллах, Екатеринăн ашшĕпе амăшĕ Пăрачкавран инçе мар пурăннине, кунта хура çĕр пулнине шута илтĕмĕр. Чăнах та, вĕсем пире пулăшу, тĕрев парса тăраççĕ. Малтан органика енĕпе çĕр ĕçне епле йĕркелемеллине тĕпчерĕм. Европăна, Балтика тăрăхне вĕренме çÿрерĕм. Германире, Польшăра органика ял хуçалăхĕ епле аталаннине тишкертĕм. Эпир çĕре пĕтерместпĕр, пулăхлăхне ÿстерсе ăна лайăхлатса пыратпăр. Вăл вара лайăхрах тухăç пама пуçлать. 70-80 çул каялла ака-суха ĕçне химикатсăрах тунă, йăлтах çут çанталăкпа килĕшÿре пулнă. Эпир пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçлетпĕр. Кăçал пирĕн 2000 гектара яхăн акмалла-лартмалла. Нумай çул ÿсекен курăксене 350 гектар çине акса хăвартăмăр. Малашне çĕр лаптăкне тата пысăклатасшăн. Пĕтĕм тĕнчери органика сертификатне те илтĕмĕр. Паянхи тĕллевсенчен пĕри — продукцие хамăр патрах тирпейлесси. Калăпăр, çу тăвакан цех тăвасшăн. Йĕтĕн çитĕнтеретпĕр, кăçал хĕвел çаврăнăш акасшăн. Ÿ сен-тăран çăвне хамăрах тăвасшăн. Çавăн пекех Челябинскри партнерсемпе ĕçлетпĕр. Вĕсем темиçе пин гектар хĕвел çаврăнăш ÿстереççĕ. Вĕсен продукцине те хамăр тирпейлесшĕн, Европăна экспорта ăсатасшăн, çавăн пекех кунта, Чăваш Енре хăварасшăн. Унсăр пуçне çăнăх производствине хута ярасси пирки шухăшлатпăр. Кăçал тата сĕлĕ те акасшăн. Апат-çимĕçе ямалли паха сĕлĕ вăл. Унран геркулес кĕрпипе пăттине тума пуçласшăн. Çавăн пекех кăçал 300 гектара яхăн хура тул акăпăр. Элита вăрлăхсем туянса хутăмăр ĕнтĕ», — паллаштарчĕ Александр Борисович. Асăрхарăр ĕнтĕ: Гарфельдсен тĕллевĕсем чăннипех пысăк. Тепĕр 2-3 çултан вĕсем выльăх-чĕрлĕх комплексне те уçасшăн. Пусă çаврăнăшне йĕркелесе пыма нумай çул ÿсекен курăксем — клевер, люцерна, эспарцет — акаççĕ. Çитес çулсенче клеверпа люцерна вăрлăхлăх та акса хăварасшăн. Симĕс курăка вара ăçта та пулсан вырнаçтармалла. Курăкран витаминлă çăнăх тăвасси пирки шухăшлаççĕ çамрăксем. «Продукцие экспорт валли хатĕрлесси питĕ интереслĕ. Пĕлтĕр йĕтĕн туса илтĕмĕр, тырă алламалли ятарлă цех уçрăмăр. Йĕтĕне экспорта ăсатрăмăр. Пур ĕçе те хамăр тĕллĕн тума çук. Пирĕн патра 8 çын ĕçлет. Çав шутра — 2 агроном. Пĕри — Пензăран, тепри Самар хулинчен. Шел, Пăрачкавпа Улатăр тăрăхĕсенче агроном тупма йывăр. Лайăх специалистсен ĕç вырăнĕ пур ĕнтĕ. Специалистсем те, хамăр та Пăрачкавра пурăнатпăр. Коронавирус сарăлнă май килте ларнă вăхăтра çынсем иммунитета çирĕплетесси, таса апат çиесси пирки нумай шухăшлаççĕ. Пирĕн сывлăх епле пуласси мĕнле шыв ĕçнинчен, епле апат çининчен нумай килет. «Кăçал шăрăх пулать», — тени те хăратмасть пире. Çĕре тата техникăна лайăх хатĕрлерĕмĕр. Тракторсем çĕнĕ. Çĕр çинче ĕçлеме эпир вăхăтлăх килмен. Нумай ĕçлесшĕн, пур енлĕн аталанасшăн. Çынсем пирĕн пата туртăнаççĕ. Коллектив çамрăк. Эрех-сăрапа иртĕхмеççĕ. Вăтам ÿсĕм — 36 çул. Ĕç ялта çуллахи вăхăтра кăна ытларах. Пирĕн хамăр патра вăй хуракансене хĕлĕн-çăвĕн укçа ĕçлесе илме майсем туса памалла», — пытармарĕ Александр Борисович. Малалла вулас...
www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.