Юбилей медалĕсем парĕç

19 Раштав, 2019

«Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул“ юбилей медальне пирĕн республикăра пурăнакан 11 пине яхăн ветеран илме пултарать. Çакăн пирки ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ кунне Чăваш Республикинче уявлассине хатĕрленес тата ирттерес енĕпе ĕçлекен ĕç ушкăнĕн паянхи ларăвĕнче пĕлтерчĕ.

Ку ларăва уçнă май ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин çитес çул Аслă Çĕнтерÿшĕн юбилейлă çул пулнине аса илтерчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине уявлас тĕлĕшпе еплерех хатĕрленини пирки Сергей Димитриев доклад турĕ. Вăл палăртнă тăрăх — хальхи вăхăтра Чăваш Енре 11032 вăрçă ветеранĕ пурăнать, çав шутран 469-ăшĕ — хаяр вăрçа хутшăннă тата инвалидсем, ыттисем — «Блокадăри Ленинградра пурăннă çынна» паллăна тивĕçнисем, 18 çула çитмесĕрех фашизм тыткăнĕнче нушаланнисем тата тыл ĕçченĕсем. Министр вĕсене социаллă хÿтлĕх мерисемпе еплерех тивĕçтерни пирки каласа кăтартрĕ. Ветерансем мĕнлерех условисенче пурăннине 100 проценчĕпех тĕрĕсленĕ. «2010-2019 çулсенче 6030 ветеран пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Кăçал ветерансене хваттерпе тивĕçтермешкĕн 75,5 миллион тенкĕ уйăрнă, 52 свидетельство панă», — терĕ доклад тăвакан. Вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем вăрçă инваличĕсемпе унта хутшăннă çынсен çурчĕсемпе хваттерĕсене те юсама пулăшнине каларĕ.

Юбилей медалĕсене те вăрçă нуши-тертне тÿснисем патне муниципалитетсемех çитерĕç. Иван Моторин «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕсене пама палăртнă çынсен списокне тепĕр хут тĕрĕслеме хушрĕ. Ăна илме тивĕçлисене пĕрне те сиктерсе хăвармалла мар. Сергей Димитриев çак медальсене вырăнти влаç представителĕсем нумайăшне килнех кайса парассине палăртрĕ: аслă çултисене урама тухса çÿреме çăмăлах мар-çке.

Ларура муниципалитетсен ертÿçисем хăйсен тăрăхĕнче Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине уявламашкăн мĕнле хатĕрленни пирки каласа кăтартрĕç. Муркаш райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев 2020 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнисене халалласа районти 2 ялта палăк уçассине палăртрĕ. Çĕнĕ Шупашкарта вара Çĕнтерÿ аллейине реконструкцилеме планлаççĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ Алла Салаева юбилее хатĕрленнĕ май вĕсене Çĕнтерÿ волонтерĕсем нумай пулăшнине пытармарĕ. Ларура Шупашкарта Çĕнтерÿ парадне ăçта ирттерессине те сÿтсе яврĕç. Ăна яланхи вырăнта йĕркелеме май çук: Хĕрлĕ тÿреме реконструкцилес ĕç пырать-çке. Нумайăшĕ Çĕнтерÿ парадне Республика тÿремĕнче ирттерсен аван тесе шухăшлать, çапах çак тĕллевпе ытти вырăна та пăхса тухма хирĕç мар.

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев республикăри «Ăрусен астăвăм эстафети» гаждан-патриотизм акцийĕ мĕнле пурнăçланнипе паллаштарчĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ. 

Комментари хушас