Юбиляра Путин саламланă

13 Пуш, 2020

2020 çул Раççей Президенчĕн Владимир Путин Указĕпе килĕшÿллĕн — Астăвăм тата мухтав Ҫулталăкĕ. Ĕнер Елчĕк районĕнчи Елчĕк ялĕнче пурăнакан Зинаида Егоровăна 90 çул тултарнă ятпа Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам çырăвĕпе тата «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕпе чысларĕç.

Зинаида Даниловнăна саламлама Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова тата Ольга Левая килнĕ. Хăнасем Зинаида Даниловнăна хăюлăхшăн, хамăр çĕршывăн йывăр саманисенче хăйсене шеллемесĕр ĕçленĕшĕн тав турĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

www.hypar.ru

Татьяна ИШМУРАТОВА. Yaltch.cap.ru сайт сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас