Юптарать, тĕлĕнтерет Лапшу Çтаппанĕ...

12 Пуш, 2015

Куçма Чулкаçăн Лапшу Çтаппанĕ çинчен илтмен чăваш çук-тăр. Пур ÿсĕмри вулакана та тыткăнлама ĕлкĕрнĕ вăл. Нимĕнле хăрушлăх умĕнче те сехĕрленсе ÿкмен, çивĕч ăс-тăнлă, пултаруллă та харсăр сунарçă çинчен калакан халапсене ватти те, вĕтти те хапăлласах йышăнать. Çакна шута хурса Чăваш кĕнеке издательстви вулавçăсене черетлĕ парне кÿчĕ. Вĕсем кĕçех «Сунарçă халапĕсен» çĕнĕ кăларăмне (редакторĕ - О.Иванова, ÿнерçи - П.Сергеев) алла тытĕç, юмах тĕнчин ытамне путĕç.

Асăннă хайлавсем «Кивелми кĕнеке» ярăмпа пичетленчĕç. Çавăн пекех ку ярăмпа кăçал Константин Ивановăн «Сентти», Григорий Лучăн «Шип-шип», Михаил Козловăн «Кашни утăмрах тĕлĕнтермĕш» кĕнекисем кун çути курмалла.

Мĕнпе илĕртет-ха аслисене те, кĕçĕннисене те Лапшу Çтаппанĕн сăнарĕ? Паллах, юптарма, тĕлĕнтерме пултарнипе! Çаврăнăçуллă та хастарскер кирек мĕнле кăткăс лару-тăруран та чип-чипер хăтăлса тухать. Хăй мĕн тÿссе ирттерни çинчен тепĕр чух ăшшăн кулса, хушăран хăйĕнчен тăрăхласа каласа парать. Вăл е кедр йывăçне палламаннипе мăйăрне татма карчăкне вăрмана ярасшăн («Саккăр персех пĕр лав пăчăр тыт-рăм»), е упаран хăраса виçĕ кун та виçĕ çĕр йывăç çинче çыхăнса çывăрать («Пĕр упашăнах виçĕ талăк йывăç тăрринче çывăртăм»), е ăсана шывра пурăнакан кайăкпа пăтраштарать («Ямаш вăрманĕнчи ăсансене пурне те хам хыçран ертсе килтĕм»)...

Лапшу Çтаппанĕ мухтаннине те вĕчĕрхенмесĕр йышăнатăн. Сăмахран: «Эпĕ ытти тантăшсем пек имшеркке те хăюсăр пулман, атте тăвакан пур ĕçе те хутшăнаттăм, пысăк ачасемпе пĕрле Ямаш вăрманне куянсем ĕрлеме те каяттăм. Тÿрех каламалла: ман пек паттăрри урăх ача та пулман ялта». Ахаль çынсем каçпа çывăраççĕ. Лапшу Çтаппанĕ пек хастарсем вара хуп турттарас вырăнне шухăшлаççĕ. Пĕр юмахĕнче çапларах вăрттăнлăх уçать пире герой: «Эпĕ çĕрĕпе шутласа выртрăм, ире хирĕç тилĕсен йăлисене веçех ăнкарса çитрĕм. Вĕсем ире май апат шыраççĕ иккен, кăнтăрла пĕр чăтлăха кĕрсе выртса канлĕн çывăраççĕ. Тилĕсем нихçан та çĕре выртса çывăрмаççĕ: атту вĕсене кашкăрсем, упасем, шакалсем тытса çиме пултараççĕ-çке-ха...»

Лапшу Çтаппанĕ - хăйсен тăрăхĕнчи пĕртен-пĕр сунарçă мар. Кăтра Карачăма, Кусар Матвине, Вĕçкĕн Ваççана, Карсак Çтаппанне, Çатма Петĕрне ăçтан айккине пăрса хăварăн-ха? Вĕсемсĕр юмахсем хăйсен кăсăклăхне чылай çухатĕччĕç. Ара, Лапшу Çтаппанĕ хайхискерсен çумĕнче пушшех те чăн-чăн паттăр пек, пысăк сунар ăсти пек тухса тăрать-çке-ха. Тĕп сăнар акă мĕн евитлет ентешĕсем пирки: «Анчах вĕсем пĕри те ман пек пултарайман. Хăшĕ-пĕри хĕлĕпе те пĕр куян тытайман. Хăйсем çаплах кунĕ-кунĕпе çăпата çĕтсе вăрман тăрăх сулланса çÿретчĕç». Ку, чăнах та, çапла иккен. Кăтра Карачăм тискер кайăксен йăлисене те пĕлмен-мĕн: кашни сунарçах упа пыл çиме юратмасть, пилеш тесен каçсах каять тесе ĕнентернĕ. Кусар Матви вара пĕр куян тытса кураймасăрах вилсе кайнă. Вĕçкĕн Ваççа еплерех кăмăллине хушма ячĕ те систерет. Сăмахĕпе çеç чаплă сунарçă пулнă-тăр вăл. Намăс курас мар тесе ялан пĕччен çÿренĕ вăрмана. Самай вăхăт иртсен тин çакскер кунсерен çурăм хыçне пĕрер мулкач çакса килме тапратнă, урампа мăн кăмăллăн та ерипен утнă. Ваççана шăпах Лапшу Çтаппанĕ тăрă шыв çине кăларать. Мĕнле майпа-ши? Куна вара хăвăр вуласа пĕлĕр.

«Сунарçă халапĕсенчи» тепĕр сăнар та килĕшĕ вулакана. Вăл - Лапшу Çтаппанĕн юратнă йытти Шашкă. Пĕчĕкскер те вĕлтĕрккескер хăйне кура мар маттур: хуçине сунар ĕçĕнче самаях пулăшать. Хăй шикленсен те татăклă самантра упана тапăнма хатĕр. Вăрман патшине ним мар кĕске хÿринчен çыртса илет. Пĕрре çеç те мар-ха! Малтанах Лапшу Çтаппанĕ тарăхать-ха. «Шашках пĕтерчĕ, вăл пулман тăк упа та курмастчĕ. Мĕншĕн Шашкăна илсе тухрăм-ха?» - тесе кулянать. Инкекрен хăтăлсан тин йытти хăйне еплерех усă кÿнине ăнкарса илет. «Юрать-ха, Шашкăна илсе тухрăм. Ăна илсе тухман пулсан упине те тытаяс çукчĕ», - тет кăмăллăн.

Кĕнекере пурĕ вун пĕр халап. Кашниех хăйне май интереслĕ, Лапшу Çтаппанĕ пĕр-пĕр тискер кайăка еплерех тытни çинчен, сунар ĕçĕ мĕнле пăтăрмахсемпе çыхăнни çинчен хыпарлать. Юлашкинчен герой пысăк зоологи сачĕ те йĕркелет. Анчах унччен самаях вăрман тăрăх танккама тивет-ха унăн. Эппин, меллĕрех вырнаçса ларăр та Куçма Чулкаçăн «Сунарçă халапĕсене» итлеме хатĕрленĕр. Лапшу Çтаппанĕ сире хăй епле майпа тĕнчери чи чаплă та паллă сунарçă пулса тăни çинчен пĕр суймасăр каласа парĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.