Юратнă хаçат

10 Юпа, 2014
Акросăвă
Кăмăлтан алла тытатăп,
Илмелли санран нумай.
Лайăх канашсем паратăн
Çĕннине тек сĕннĕ май!
Услам-тупăшсăр эп лармăп,
Рекордсем те пулĕç-ха.
Тăрăшса туса хăварăп
Хăй вăхăтĕнче суха.
Унтан акăп, пăхмăп сÿрĕк
Шăтса тухнă калчана.
Ман катмакăм памĕ ирĕк
Ашкăнмашкăн мăяна.
Хамăн ĕмĕте çитерĕп,
Ун-кун утмăп темĕнччен.
Çичĕ хут тарпа шÿтерĕп
Анана çу каçиччен.
Лăпланма ан пăх нихçан та
Ăнăçу тăвас тесен.
Халĕ тин çакна ăнлантăм,
Хаклă, ырă тусăмсем,
Ара, манăн чăн тăван
Çумăмрах çÿрет иккен.
Анчах кам вăл. Çак сăвва
Тимлĕн вуласан - пĕлен...

Геннадий КУЗНЕЦОВ.

Сăвă йĕркисен пĕрремĕш сас паллине çÿлтен аялалла вуласан хаçат ячĕ тухĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.