Юрий Феофанов - чи лайăххисен йышĕнче

13 Çу, 2014

Вăрнарти 1-мĕш шкулта физика предметне вĕрентекен Юрий Феофанов физика, математика, хими тата биологи учителĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче çĕнтернĕ. Вăл - "Пулас ученăйсен пулăшуçи" номинацин преми лауреачĕ. Асăннă конкурса "Современное естествознание" фонд пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ - шкулта биологи, математика, физика тата хими предмечĕсене чи лайăх вĕрентекенсене хавхалантарасси, пулăшасси, пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарасси, аслă шкулсемпе пĕлÿ çурчĕсен хушшинче туслă çыхăну йĕркелесси.

Конкурс йăлана кĕнĕ тăрăх виçĕ - "Çамрăк учитель", "Вĕренекене воспитани паракан учитель", "Пулас ученăйсен пулăшуçи" - номинаципе иртнĕ. "Пулас ученăйсен пулăшуçи" номинацире 350 педагог лауреат ятне тивĕçнĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене пурне те 35000 тенкĕпе танлашакан грантпа хавхалантарĕç. "Вĕрентÿре тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн" преми лауреачĕсем 150000 тенкĕне тивĕçĕç. Чыслав çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи "Клязьма" пансионатра иртĕ.

Рубрика: 
Автор: