Юркка тÿррĕн илсе каять...

13 Чÿк, 2014

«Ан хăра, мăнукăм...»

Тĕттĕм каç. Пÿртре тăрпасăр лампа çути аран çеç палăрать. Юркка койка çинче тутлă ыйхăра. Ун çумĕн-че ларакан Прокоп мучи вăхăт-вăхăтăн сисчĕвленсе таврари сасăсене тăнлать. Пĕчченшерĕн пени тата çынсем кăшкăрашни илтĕнет урамра. Унтан каллех шăп.

Сасартăк таçта бомба сирпĕнчĕ. Юркка шартах сикрĕ.

- Нимĕçсем... переççĕ... - терĕ те вăл аслашшĕне хул пуççирен тытрĕ.

- Çывăр, Юрочка. Ним те мар ку, ахаль çеç...

Пăшал сасси çине-çинех янăрарĕ.

- Асатте, атя вăрмана тарар, - Юрккан шикленĕвĕ вăйланчĕ.

- Ан хăра, мăнукăм, - лăплантарма тăрăшрĕ ватă. Анчах унăн сассинче иккĕленÿ палăрчĕ. Вăл тăрпасăр лампăна сÿнтерчĕ. Инçех мар ракетăн шурă çути саланчĕ. Пÿртре çутă пулса кайрĕ, кăнтăрлахи пек. Унтан каллех пăч тĕттĕмленчĕ.

Картишре васкаса утнă сасăсем илтĕнчĕç. Çенĕк патĕнче йытă нăйкăшса ячĕ. Такам алăкран хыттăн шаккарĕ. Алăк парăнмарĕ. Мучи шикленме те пуçларĕ.

- Юра, пытан, - мăнукне хул пуççирен силлерĕ вăл.

- Ăçта?

- Кăмакана кĕрсе лар. Манпа мĕн те пулин сиксе тухсан çак хута партизан начальствине пар, - терĕ те мучи арçын ачана хуçлатнă хут татки тыттарчĕ.

- Юрĕ, - аслашшĕ хушнине итлесе кăмакана пытанчĕ Юркка.

Алăк уçăлчĕ те «кĕтмен хăнасем» кĕрсе тăчĕç.

- Мĕншĕн часах уçмарăн? - тарăхса ыйтрĕ ял старости.

- Илтмен. Хăлха вăйсăрланчĕ, - тесе ватă каялла чакрĕ.

- Çутă çут! - кăшкăрчĕ нимĕç, хунарĕпе мучи питне çутатрĕ.

Мучи старостăпа икĕ нимĕçе асăрхарĕ. Пĕри çÿл- лĕскер, маччана кăшт çеç перĕнмест. Вăл ватă умĕнче тăрать, аллинче - темĕнле хут.

- Мĕнле çемье ку? - ыйтрĕ çÿлли.

- Пĕчченех пурăнатăп.

- Ывăлу ăçта? Кинÿ? Мăнуку?

- Ывăла çара илсе кайрĕç. Мăнук аслă хĕрĕм патĕнче. Кин вара... – мучи пуçĕ чĕтренчĕ, куçĕсем шывланчĕç.

- Пане фельдфебель, - ăнлантарчĕ староста. - Кинне партизансемпе явăçнăшăн... - староста сывлăшра пÿрнипе касмăк (çакнине пĕлтерекен паллă) туса кăтартрĕ.

- Аха... Çакнă... Партизан! - фельдфебель мучие хыттăн тĕртсе ячĕ. - Ватă йытă! Манăн кашни ыйтăва хуравлăн, - чăмăрĕпе вăл старике питĕнчен чышрĕ, лешĕ çакна тÿсеймесĕр стенана пырса çапăнчĕ.

- Мĕншĕн çапатăн? Ватăсене хĕнени ăçта пулнă? - мучи çĕкленчĕ, сăмсинчен юн юхать.

- Ывăлу ăçта? - фельдфебель иккĕмĕш хутчен сулса ячĕ. Старик питне аллипе хупласа ĕлкĕрчĕ-ха. Анчах çак ирсĕр çын ăна чăмăрĕпе пуçĕнчен те çапрĕ.

Юркка пĕтĕмпех илтрĕ. Унăн пур вăйран кăшкăрас, аслашшĕне çăлма чупас, нимĕçе мăйĕнчен тытса пăвас килчĕ.

- Ывăлу ăçта? - тарăхнипе фельдфебель вырăн тупма пĕлмерĕ. Вăл мучие çÿçрен тытрĕ, пуçĕпе урайне çапрĕ те çапрĕ. Унтан йĕксĕксем старикĕн аллисене пăрма тытăнчĕç, тапса пĕтерчĕç.

Мучи йынăшма чарăнчĕ. Алăк чĕриклетрĕ, пурте тухрĕç, пÿрт шăпланчĕ. Юркка чылайччен итлесе выртрĕ, нимĕçсем пытанса вăл курăнасса кĕтнĕн туйăнчĕ ăна. Тепĕр кăштах тăхтасан кăмакаран тухрĕ.

Пÿртре йÿçĕ тĕтĕм тăрать. Урайĕнче выртакан аслашшĕ сывламасть, çăварĕнчен юн юхать. Ăнланчĕ Юркка - пĕчченех юлчĕ вăл халь. Алли-ури çыхланчĕ тейĕн. Ним çинчен те шухăшламарĕ, тек нимĕн те хăрушă мар уншăн. Çулăм вăйланса пырать. Чÿрече кантăкĕсем ванса тăкăнчĕç. Чăтмалла мар пăчă сывлăш арçын ачана пăвма пуçларĕ. Юркка урайне ÿкрĕ те питне аллисемпе хупларĕ. Сасартăк вăл аслашшĕн сăмахĕсене аса илчĕ: «Çак хута партизан начальствине пар». Сада вирхĕнсе тухнă Юркка карта çывăхĕнчи курăк çине тĕшĕрĕлсе анчĕ.

Партизан

Юркка вăрманпа пырать. Хушшăн-хушшăн чарăнать те хăлхине сисчĕвлентерет. Пĕр евĕр сасă çеç илтĕ-нет йĕри-тавра, вăхăт-вăхăтăн вăл вăйланать, унтан шăпланать. Вăрман темĕнле вăрттăнлăх пирки пăшăлтатать тейĕн. Юркка утать те утать. Урисем ывăннă, кĕлетки сурса ыратать. Тинех вăл прачак (вăрманта тÿрĕ йĕрпе касса тунă çул) çине тухрĕ. Çил варкăшĕ пырса çапрĕ, тарланă пите уçăлтарчĕ. Арçын ача сарлака чăрăш çумне тĕршĕнчĕ те шухăша путрĕ... Çак самантра такам Юрккана хулпуççирен тытрĕ:

- Мĕн тăватăн эсĕ кунта? - Арçын ача умне автоматлă çÿллех мар çын тухса тăчĕ.

- Эсир вара кам? Тен, партизан?

- Партизан.

- Эпĕ сирĕн пата кайма тухрăм... - Юркка сăн-пичĕ савăнăçпа çуталчĕ.

«Асатте çырса ĕлкĕрейменнине хам каласа парăп...»

Бригада командирĕн çĕр пÿртне лагерь дежурнăйĕ кĕчĕ.

- Командир юлташ, пирĕн вăрттăн пай арçын ачана тытса чарчĕ. Вăл тĕп командирпа çеç калаçасшăн, - йăл кулчĕ дежурнăй.

- Арçын ачи ăçтан-ха? - пуçне çĕклерĕ командир.

- Пĕчĕк Кăш ялĕнчен.

- Кунта чĕн.

Çĕр пÿрте Юркка кĕрет. Пĕр кунтах унăн пичĕ епле хухнă, куçĕсем путса кĕнĕ. Вăл тÿрех сывлăх сунчĕ.

- Эпĕ - тĕп командир. Каласа пар... – ăшшăн кулчĕ командир. Юркка ăна аслашшĕ панă хута тыттарчĕ.

- Асатте çырса ĕлкĕрейменнине хам каласа парăп...

- Мĕн пулчĕ-ха унпа?

- Нимĕçсем вĕлерчĕç.

- Акă мĕн, арçын ача, халĕ эсĕ апат çиетĕн те выртса çывăратăн. Ирхине вара пĕтĕмпех калаçăпăр.

 

Пĕчĕк Кăш ялĕнчи çапăçу

Пĕчĕк Кăш ялĕ Беловежка шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Нимĕç гарнизонĕ виçĕ ротăран тăрать. Унта станоклă 6 тата 12 пулеметчĕ, 60 автомат пур. Фашистсен пĕр пайĕ ял вĕçĕнчи шкулта вырнаçнă, тепĕр пайĕ вара - ялта, хваттерсенче. Майорăн штабĕпе хваттерĕ - чи хĕрринчи çуртра. Çар хатĕрĕсене упракан склад - ял варринче, ял хуçалăх ампарĕнче. Шкул хыçĕнче, кĕпер çинче пулеметлă хурал тăрать. Складăн пост пур.

Бригада командирĕн шухăшĕ ансат. Тĕттĕм каçхине шурлăх урлă юханшыв патне çитмелле, шкулпа ял хушшинчен тухмалла, хуралçăсене пĕр сассăр пĕтермелле, хĕç-пăшал складне çавăрса илмелле, унтан шкула хупăрламалла та кашни ушкăнне уйрăмшарăн тĕп тумалла. Юркка постсемпе çулăм вырăнĕ- сем ăçта вырнаçни çинчен паха хыпар илсе çитерчĕ-çке. Унсăр пуçне вăл юханшыв патне шурлăх урлă илсе çитерекен сукмака та пĕлет. Каçсем питĕ тĕттĕм халĕ. Çак меллĕ самантран лайăхраххине кĕтсе илеймĕн.

Тĕттĕмленсе çитсен партизансем ансăр сукмакпа çула тухрĕç. Малта - бригада командирĕпе Юркка. Чĕлĕм туртма тата калаçма юрамасть.

Вăрман вĕçленчĕ. Бригада шурлăх тĕлне тухрĕ. Ура айĕнче - шыв. Чĕркуççи таран пылчăкпа та утма тиврĕ. Командир Юрккан аллине вĕçертмерĕ.

- Тăхтăр-ха... Ку вырăнта пĕкĕрĕлнĕ хырсем пулмаллаччĕ, - арçын ача малтан сылтăмалла, унтан сулахаялла ыткăнчĕ. Аха, акă вĕсем, икĕ йывăç хушшинче вара пĕчĕк кĕпер пур.

Шурлăх тинех хыçала юлчĕ, умра юханшыв сарăлса выртать. Пĕчĕк Кăш енчен йытă вĕрнине илтсен Юркка савăнсах кайрĕ:

- Лайăх çĕре тухрăмăр, командир юлташ. Палланă çыран. Кунта эпĕ час-часах шыва кĕреттĕм.

Партизансем шăппăн, сас-чÿ кăлармасăр ял патне шума тытăнчĕç. Акă вĕсем урама тухрĕç ĕнтĕ. Юркка штаб вырнаçнă çурта кăтартрĕ. Алăк умĕнче çÿллĕ нимĕç тăрать. Бригада командирĕ Гордей разведчик енне пăхса пуçне сĕлтрĕ. Лешĕ нимĕç патне шуса çитрĕ, унтан сиксе тăчĕ те ăна пăвма тытăнчĕ. Иккĕшĕ те урайне ÿкрĕç. Гордей фашиста кинжалĕпе чиксе вĕлерчĕ. Çакна курнăран Юркка чĕри хыттăн-хыттăн тапма тытăнчĕ.

- Никама та чĕррĕн ан кăларăр! - хушу пачĕ бригада командирĕ.

Юркка партизансене пахчасем витĕр хĕç-пăшал склачĕ патне ертсе кайрĕ. Командир час-часах чарăнса тĕттĕмлĕхе сăнарĕ.

- Акă пĕчĕк кĕлет. Кунта хуралçă тăмалла, - тĕттĕм пÿрт çине кăтартрĕ вăл.

Часах вĕсем ку хуралçăран та хăтăлчĕç. Ялпа шкула хупăрласа илчĕç. Тÿпене ятарлă паллă паракан ракета вĕçсе хăпарчĕ, ял çийĕн симĕс çутине салатрĕ. Çулăм тĕттĕмлĕхе тÿрех сирчĕ. Гранатăсем пĕрин хыççăн тепри сирпĕнме тытăнчĕç, пулеметсемпе автоматсем шатăртаттарчĕç. Чÿречерен тарма хăтланчĕç-ха нимĕçсем, анчах çавăнтах вилĕмне тупрĕç. Пирĕннисем тăшман штабне хăватлă граната ывăтрĕç. Пĕрремĕш отряд командирĕ Остапчик партизансене атакăна кăларчĕ. Анчах тăшман пулемечĕ ăна пурнăçран уйăрчĕ. Çакна курса пирĕннисем тата вăйлăрах пеме тытăнчĕç...

Тăшман гарнизонĕнчен нимĕн те юлмарĕ, тĕп турĕç ăна. Ялтан тухса тарма хăтланакан нимĕçсене те тытрĕç. Тепĕр сехетрен партизансем ялтан тухрĕç. Ансăр каçмапа кайрĕç вĕсем, Пĕчĕк Кăш ялĕн çыннисем те пĕрлех пычĕç. Арçын ачана çак каçра мĕн пулса иртни тарăн шухăша ячĕ...

Н.НЕКЛЮДОВ

Вырăсларан

Лариса ПЕТРОВА куçарнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.