Юсанă çуртсен пахалăхĕпе çынсем кăмăллă

19 Юпа, 2017

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли муниципалитет тĕллевне еплерех пурнăçланипе паллашрĕ.

Кăçал 128 çурта çĕнетме палăртнă. Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне юсава 10-шĕнче вĕçленĕ, 81-шĕнче тăсаççĕ, 16-шне подряд организацине кĕртме килĕшÿ çирĕплетеççĕ, 3-шĕнче ĕç пуçлама çак кунсенче конкурс ирттереççĕ, 18-шĕн проект-смета документне экспертиза витĕр кăларас тапхăр пырать.

Çурта тĕпрен юсаттарма асăннă хваттерсенче пурăнакансен — 79%, çав шутра Калинин районĕнче — 81%, Ленин районĕнче — 80%, Мускав районĕнче 77% вăхăтра куçарать. Капиталлă юсав фондне укçа пухассипе муниципалитет йĕркеленĕвĕсен хушшинче Шупашкар виççĕмĕш вырăнта.

Мате Залка урамĕнчи пилĕк хутлă, виçĕ подъездлă 3-мĕш çурта юсама кăçалхи çурла уйăхĕнче пуçланă. Хваттерсене электричествăпа тивĕçтермелли кивĕ оборудование çĕннипе улăштарнă.  Çурта 1986 çулта пурăнма кĕнĕ. Тăрринчен хваттерсене пĕрмай шыв аннă. Подряд организацийĕ ăна çĕнĕрен витнĕ.

"Строительсем юсава вăхăтра тата паха пурнăçларĕç, — терĕ çуртра пурăнакансен уполномоченнăй представителĕ Иван Федоров. — Манăн вĕсене ÿпкелесе калама пĕр сăлтав та çук".

Михаил Игнатьев подъездсене кĕрсе, пÿрт тăррине хăпарса пахалăхпа кăсăкланчĕ, путвала кĕрсе курчĕ. Ку çурт тĕлĕшпе çапла пĕтĕмлетес килет: юсав пахалăхĕ лайăх, çынсем кăмăллă. Çапах хăйсене канăç паман ыйтăва çĕклерĕç.

"Хăй вăхăтĕнче пирĕн çуртра, Граждан урамĕнчи юнашар çуртра пурăнакансем усă куракан сивĕ тата вĕри шыв калăпăшне пĕрле шута илекен счетчиксем лартса хăварнă, — пĕлтерчĕ И. Федоров. — Икĕ çуртра пурăнакансем сивĕ тата вĕри шыва уйрăммăн мĕн чухлĕ пĕтернине тĕрĕс палăртаймаççĕ вĕсем. Кашни çуртăн уйрăм счетчиксем пулмалла. Вĕсене уйăрма ыйтатпăр".

ЧР Пуçлăхĕ строительство министрне В.Михайлова çак ыйтăва татса панине тĕрĕслесе тăма хушрĕ.

Петĕр Хусанкай урамĕнчи 93 хваттерлĕ 9-мĕш çурта юсасси еплерех пынипе те паллашрĕ. Кашни хваттерти сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтермелли, вĕсенчен таса мар шыва юхтарса кăлармалли пăрăхсене улăштарма, юсава 6 млн тенкĕ ытла явăçтарма палăртнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕпе тĕл пулма пуçтарăннисен хушшинче юсав пахалăхĕ пирки тиркесе калакан пулмарĕ. Апла пулин те Михаил Васильевич подрядçăсен ĕçне вичкĕн куçпа тишкерсе хакларĕ, кăлтăксемшĕн асăрхаттарчĕ, çитменлĕхсене пĕтерме ыйтрĕ.

Патрис Лумумба урамĕнчи 23-мĕш çуртра та юсав пырать. Ăна кăçалхи раштав уйăхĕнче вĕçлемелле.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас